Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çул учительсем тĕрлĕ предметсен эрнисем ирттереççĕ. Иртнĕ эрнере чăваш чĕлхипе литератури эрни иртрĕ. Класс тулашĕнчи ĕçсенчен «Шкул пики» конкурс иртрĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – тăван халăха, чĕлхине юратма, историе хаклама вĕрентесси, хамăрăн йăла-йĕркепе наци çи-пуçĕпе, тĕпелĕпе, юрри-ташшипе паллаштарасси. Конкурса пĕтĕмпе 5 пике хутшăнчĕ. Вĕсем: Никифорова Н. – 7 класс, Куропаткина Н. -8 класс, Индейкина Л. -9 класс, Шевченко В. -10 класс, Тибогайкина И. – 11 класс. Уяв ертсе пыракан – 10 класра вĕренекен Трофимов Д. Хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç, хăйсен çи-пуçĕсене хÿтĕлерĕç, тĕрлĕрен чăваш апат-çимĕçне хатĕрлесе килнĕ. Хĕрсем чăваш писателĕсем çырнă хайлавсенчен хăйсем суйласа илнĕ хĕр-пике сăнарĕсемпе те паллаштарчĕç. Конкурсра йăла-йĕркепе çыхăннă ыйтусем, çи-пуç ячĕсене пĕлесси, тупмалли юмахсем, ваттисен сăмахĕсене вĕçлемелле ĕçсем те пулчĕç. Хĕрсем юрларĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç. Пурте пултаруллă, тавçăруллă, çыпăçуллă. Конкурса ертсе пыракан Трофимов Д. хĕр-пикесене шÿтпе те, пултарулăхĕпе те пулăшса пычĕ, кирлĕ вăхăтра хавхалантарни те хăват парса пычĕ. хăйĕн ĕçне чунтан пурнăçларĕ.
Хĕрсем пĕри тепринчен çаврăнăçулăрах, хастартарах, илÿртÿллĕрех те килĕшÿллĕрех. Пике ятне тивĕçме те çăмăлах мар иккен, çапах та тивĕçлĕ хак пачĕçех жюри членĕсем. Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн пики – Индейкина Л. Ытти пикесем тĕрлĕ номинацисене тивĕçрĕç: «Чи ăсли» - Шевченко В., «Чи сăпайли» - Никифорова Н., «Чи пултарулли – Тибогайкина И, «Чи хавасли» - Куропаткина Н.
Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов уява хутшăнни, вĕçне çитиччен ларни татах та конкурса тухăçлăрах турĕ, пĕтĕм чун-чĕререн савăнтарчĕ те.