«Тÿрě тытрăм эп хама, утрăм халăх çулěпе» - ĕçлĕ конференци.

Йăлана кĕнĕ тăрăх шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни ирттерме палăртнă.

План тăрăх тĕрлĕ ĕçсем тума палăртнă. 10 класра вĕренекенсем хăйсен ĕçне чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă туса «Тÿрě тытрăм эп хама, утрăм халăх çулěпе» ятлă ĕçлĕ конференци ирттерчĕç.

   Вĕренекенсем унăн пурнăçĕпе пултаруллăхĕпе паллаштарчĕç: Я.Ухсай ачалăхěпе вěренěвě;  вăрçăчченхи ěсě-хěлě;  Тăван çěр-шыв Аслă вăрçинче;  вăрçă хыççăн; хайлавěсем;  хисеплě ятсем, наградăсем;  хěрěсен аса илěвěсем.

   Юлашкинчен 10-мĕш класра вĕренекенсем Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ Николай Федоров каланă сăмахсемпе пĕтĕмлетÿ турĕç:  «Ухсайăн терлĕ енлĕ пултарулăхĕпе еткерĕ чăваш литературин ахах-мерченĕ пек. Вăл пирĕншĕн те, çитес ăрусемшĕн те çутă теслĕх пулса тăрать».