Пирĕн шкулта предметсен эрнисем пуçланчĕç. Пĕрремĕш эрни – чăваш чĕлхипе литература тата тăван ен культурин эрни. 2011 çул космонавтика çулталăкĕ пулнă май «А.Г. Николаев – пирĕн паллă ентешĕмĕр» тата Я. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Çĕр сĕткенĕпе ÿснĕ поэзи» стендсем хатĕрлерĕмĕр. Ачасен пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма «Çунатлă çамрăклăх» тата «Чун ăшши – тăван тавралăх» ятлă ÿкерчĕксен выставкине йĕркелерĕмĕр.
Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче çиччĕмĕшсемпе «Тĕлĕнтермĕш кăлтăркка» пултарулăх вăййи ирттертĕмĕр. 7 а классем хăйсен командине «Яшсем-хĕрсем» ят пачĕç, 7б классен ушкăнĕ «Чăнкă» ачасем» ятлă пулчĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ енлĕн ăмăртрĕç: ытарлă сăмахсене тупрĕç, рифмăланă ыйтусене вĕçлерĕç, пуçламăшĕ тăрăх вĕреннĕ сăвăсене аса илчĕç, çухалнă йĕркесене вырнаçтарчĕç, айван ыйтусене хуравларĕç. Хаваслă ăмăрту 26:26 шутпа, никам та çĕнтерейменнипе пĕтрĕ. Тепĕр майла каласан туслăх çĕнтерчĕ.