Тăван чĕлхепе литература эрни питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Ĕçлĕ эрнере шкул ачисем тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнчĕç. Эрне тăршшĕпех вĕренекенсем чăваш халăхĕн маттур çыннисене, вĕсем халăхшăн тунă ырĕ ĕçĕсене тепĕр хут тĕплĕнрех аса илчĕç.
Эрне программи тăрăх 9-мĕш классемпе « А.Г. Николаев - мухтавлă ентешĕмĕр» ятлă ĕçлĕ урок ирттертĕмĕр. Паллă космонавтăн пурнăçĕ пирки пуринчен те ытларах Юрий Толстов пĕлни паллă пулчĕ. Саккăрмĕшсемпе « Тăван кил ăшши» сочиненисен конкурсне йĕркелерĕмĕр. Чи тарăн шухăшлă хайлава Денис Максеев çырчĕ. Хаваслă та шавлă улттăмĕшсем « Пĕлетĕр-и эсир чăваш çĕрне?» ăмăртуллă вăйăра Чăваш çĕр-шывне, халăх сăнлавĕсене, тупмалли юмахсене, сăвăсене хăшĕ тĕплĕнрех пĕлнине палăртассишĕн ăмăртрĕç. Очкосене шутланă хыççăн чи тавçăрулли Елена Индейкина иккенне пĕлтĕмĕр.
« Чун ăшши- тăван тавралăх» ятлă ÿкерчĕксен конкурсне те ачасем хаваспах хутшăнчĕç. Картинăсенчен чи илемлисене суйласа выставка турăмăр. Малтанласа çĕнтерÿçе палăртма çăмăлах пулмарĕ пулин те, чи ăста ÿкерÿçĕ тесе 7б класра вĕренекен Павлов Владимира палăртрăмăр.