Тăван чĕлхене юратакансем

  Атнар вăтам шкулĕнче вĕренекенсем районти тата республикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăнма тăрăшаççĕ.  Чăваш чĕлхипе тата литературипе йĕркеленĕ ăмăртусене  те ачасем хаваспах хутшăнаççĕ. Пуш уйăхĕнчи  «Ростки возрождения»  конкурсра  Кузьмина Ольга, Игушкина Альбина, Чумакова Олеся, Зайцева Елена, Ярасов Вадим, Павлов Владимир, Сидорова Кристина, Ешмейкина Светлана питĕ тăрăшуллă пулчĕç. Вĕсем Ухсай Яккăвне халалласа сăвăсем шăрçаларĕç, кроссвордсем йĕркелерĕç, сценари çырса пăхрĕç. Районта виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç.

       Пуш уйăхĕн вĕçĕнче 9-мĕш класра вĕренекен  Яковлева Виктория  «Чăвашлăх тĕнчи»

 конкурса хутшăнса  „Ухсай Яккăвĕ калăпланă çын тата çут çанталăк сăнарĕсем” тĕпчев ĕçĕ çырчĕ, районта пĕрремĕш вырăн йышăнса республикăри конкурса хутшăнма тивĕç пулчĕ.

    Саккăрмĕш класра ăс пухакан Сидорова Кристина хăйĕн сăввисене „ Тантăш” хаçат йĕркеленĕ „ Букварьтен илемлĕ литературăна çити” конкурса ярса пăхма шутларĕ. Кристина иккĕмĕш тура тухса Шупашкарти Г.С. Лебедев лицейĕнче ирттернĕ конкурса хутшăнчĕ, хăйпе тантăш ачасен пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашрĕ.

   Тăван чĕлхене, культурăна, литературăна хисеплекенсене малашнехи пурнăçĕнче ăнăçусем сунас килет.