П.Ялкир – сумлă ентеш.

Пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче районта  Петĕр Ялкир 90 çул тултарнă ятпа литературăпа творчество фестивальне йĕркелерĕç. Атнар  шкулĕнче вĕренекенсем те çавăнта тĕплĕн хатĕрленсе хутшăнчĕç. Пирĕн тăрăхра вĕренекенсем   тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Вĕсем  викторинăри ыйтусене тăрăшса хуравларĕç, хăйсем çырнă сăвăсене, П.Ялкир хайлавĕсене илемлĕ шăрантарчĕç. Тăххăрмĕш класра вĕренекен Ешмейкина Света «Чунран тухакан сăмахсем, шăранаççĕ-çке вĕсем…» тата Никифорова Наталья « Петĕр Ялкир – пирĕн сумлă ентеш» тĕпчев ĕçĕсем çырчĕç.

Хăйсем çырнă сăвăсен конкурсĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Павлов Владимир пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.

Сăвăсене илемлĕ вулакансен конкурсĕнче çаксем иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç: пиллĕкмĕш класра вĕренекен Елена Савельева « Пур пĕр юлатăп çĕр çинчех» сăвва вуласа,  Ольга Кузьмина (6 класс) « Тăван ен» сăввипе, çиччĕмĕш класра ăс пухакан Ухлейкина Наталья  « Эп чăваш» сăвăпа. Саккăрмĕш класра вĕренекен Майоров Александр виççĕмĕш вырăнта пулчĕ.