«Эпир сывă пурнăçшăн!»

    5 класра тĕрлĕрен класс сехечĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Хальхинче вара «Эпир сывă пурнăçшăн!» темăпа калаçу пуçартăмăр. Эпиграфĕ – «Усал йăласем тĕп пулччăр!»Чи малтанах Л.А.Ешмейкина класс ертÿçи шкул ачин кун йĕркипе, компьютерпа ĕçленĕ чух пăхăнмалли правилăсемпе паллаштарчĕ. Эрех ĕçесси халăхра мĕнле сарăлса пынине аваллăхри тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Организма мĕн пĕчĕкрен çирĕплетни  питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине уйрăмах палăртрĕ.

   Енчен те вĕренекен эрех-сăрапа иртĕхет, наркотиксемпе усă курать пулсан сывă çитĕнесси пирки ĕмĕтленмелли те çук. Ачасем практикăлла ĕçсем ирттернĕ хыççăн организмшăн вĕсем мĕн тери хăрушă иккенне курчĕç. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: паян алкоголизм пĕтĕм наци хăрушлăхĕ шутланать, эрех-сăрапа майĕпен иртĕхнĕ пекех наркотиксем те хăш-пĕр çамрăкăн пурнăçне кĕреççĕ, пуласлăхне аркатаççĕ. Çакăн пек ан пултăр тесен сывă пурнăç йĕркине  çирĕп пăхăнмалла, физкультурăпа, спортпа туслашмалла.