Чутайăн сумлă ывăлĕ

Петр Алексеевич Тихонов ( Петĕр Ялкир) Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Ирчемес ялĕнче 1922-мĕш çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Кăçал вăл çуралнăранпа  90 çул  çитрĕ.

Пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче районта  Петĕр Ялкир 90 çул тултарнă ятпа литературăпа творчество фестивальне йĕркелерĕç. Атнар  шкулĕнче 9-мĕш класра  вĕренекенсем -  Ешмейкина Светăпа  Никифорова Наталья -   тĕплĕн хатĕрленсе хутшăнчĕç.  . Вĕсем  «Чунран тухакан сăмахсем, шăранаççĕ-çке вĕсем…» тата « Петĕр Ялкир – пирĕн сумлă ентеш» тĕпчев ĕçĕсем çырчĕç.  Хÿтĕлев   хыççăн   район шайĕнче Ешмейкина Света ( ертсе пыраканĕ Людмила Александровна) иккĕмĕш вырăн, Никифорова Наталья ( ертсе пыраканĕ Елена Альвовна) виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Маттур хĕрсене вĕренÿ ре ăнăçу  сунатпăр!