Чăваш çырулăхне, чăваш шкулне пурнăç панă, тăван халăха тĕнче цивилизацийĕн шайне çĕклеме ĕмĕтленнĕ И.Я.Яковлева халалласа çак уява ирттерме палăртрăмăр.
Залра тĕрлĕрен хатĕрсемпе илемлетнĕ. Чĕлхе çинчен çырнă плакатсем, ачасен реферачĕсем, ÿкерчĕкĕсем, кĕнеке выстовки.
Уяв шкулти пуху залĕнче иртнĕ май пур вĕренекен те уява пуçтарăннă. «Алран кайми аки-сухи» юрă янраса каять. Сцена çине чăвашла илемлĕ те яка тумланнĕ яшсемпе хĕрсем тухса тăраççĕ. Вĕсем тăван чĕлхе çинчен каланă сăвă йĕркисемпе паллаштараççĕ: «Эп чăваш пулса çуралнă…», «Чăвашсем эпир, ырă çынсем эпир…», «Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать…», «Çырла пахчи евĕр çемçе чĕлхене…», «Эп- чăваш ачи…», «Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар» тата ытти те.
Епле хитре те ытарлă каланă чăваш чĕлхи çинчен халăхăмăрăн сăвăçисем. Ăçта-ши чĕлхемĕрĕн пуçламăшĕ, ăçтан тата мĕнле майпа тапма пуçланă унăн çăлкуçĕ? Çак хурав халăх пуласлăхĕшĕн хыпса çуннă ăсчахăмăр Иван Яковлевич ячĕпе çыхăннă. Вĕренекенсем чăваш алфавитне тăвакан, чăваш ачисем валли шкул уçакан ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн хăш-пĕр халалĕсемпе кĕскен паллаштараççĕ.
Малалла вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне ăмăртура кăтартрĕç. 7 тата 8А классен командисем ăмăртрĕç. «Чăваш ачисем» (8А) команда çĕнтерчĕ, пултарулăхĕпе палăрчĕ.
Чăваш чĕлхи кунĕнче ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратма, хисеплеме хавхалантарас, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшас, чăваш чĕлхи çинчен писательсем, поэтсем каланине аса илтерес тĕллевсем пурнăçланчĕç теме пулать.