Каякан çулсен шутне чараймастпăр…

                                                                              Ватăлатпăр çав, тăван, ватăлатпăр,

                                                                              Каякан çулсен шутне чараймастпăр,

                                                                              Çывăха усал сăмах ярас марччĕ,

                                                                              Хамăртан ырă сăмах хăварасчĕ.

                                                                                        Юхма Мишшши

    Ваттисен кунне тĕнчере малтанах 1990 çулта паллă тума пуçланă, Раççей Федерацийĕнче вара 1992 çултанпа. Кашни çул, ылтăн кĕркунне вăхăтĕнче,  ваттисене уяв ячĕпе чыслатпăр, саламлатпăр. Вĕсем пурнăç çулĕ такăр пулман, нумай хура-шур курма тивнĕ, савăнăçĕ те пулман мар-тăр. Апла пулин те ватлăхра вĕсем алă усса лармаççĕ, хăйсем пултарнă ĕçсене тăваççĕ, мăнукĕсене тĕрĕс çулпа утма ăс парса пыраççĕ. Ахальтен каламаççĕ пулĕ «ват çын тăват çын» тесе.

«Емĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар», - тенĕ ваттисем. Çапла, пурнăçра темĕн те пулма пултарать, унăн хăйĕн йĕрки, шăпа пÿрни те тĕрлĕрен. Хăш-пĕр ват çынсем хăйсен килĕсенче пурăнаймаççĕ: çурчĕ кивелнĕ, пурăнма май çук, ывăлĕ-хĕрĕ хисеплемест, эрех ĕçет, килтен хăваласа ярать, ватă çынсем мăнукĕсен ăшшине туймаççĕ. Юрать, патшалăх ват çынсене пăхма Ваттисен çурчĕсем уçать, ватăсем вара хÿтлĕх тупаççĕ.

    Атнарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкули ачасем «Ватă çынсене пулăш!» уйăхлăхра ватă çынсене хисеплесе, сума суса Ваттисен çуртне концерт программипе кайрĕç.  6 классем  Г.В.Орлов ертсе пынипе тĕрлĕрен юрă шăрантарчĕç : «Спасибо учителям», «Юрăçсем», «Песенка про дружбу», «Из чего же…»… Абаськина Е. С.Шавли çырнă «Вĕçкĕн Ваççа» кулăшла сăввине каласа пачĕ, Савельева Е. вуланă «Про бабушку» сăвви чуна пырса тиврĕ. Класра йĕркеленĕ пуканесен театрĕ «Колобок» юмахне кăтартрĕ.

 Юлашкинчен 6 классăн класс ертÿçи Л.А.Ешмейкина ват çынсене сума сăвасси, хисеплесси пирки çинче чарăнса тăчĕ. Уяв ячĕпе чун-чĕререн саламласа ырлăх-çитлĕх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунчĕ. Ачасене ват çынсене ырă та ăшă сăмахпа чунĕсене йăпатма, ырă ĕçсемпе пулăшма чĕнсе каларĕ. Ватă çынсене улттăмĕшсем «хĕрарăм телейĕ» ятлă чечек парнелерĕç. Ватă кинемейсем хăйсен куççулĕсене тытса чараймарĕç. Юхрĕ те вăл юхрĕ. Те савăнăç куççулĕ, те….Ăна хăйсем çеç пĕлеççĕ. Канлĕ ватлăх пултăрах вĕсен!

   Ватăсем чĕререн тухакан тав сăмахĕ каларĕç. Ачасене шкулта лайăх вĕренме, ырă çын пулма халаларĕç. «Килсех тăрăр, эпир сирте хамăр мăнуксене куратпăр», - терĕç пĕр харăс хисеплĕ ватă çынсем.