Пурнăсăн хăйĕн юхăмĕ пур: пĕчĕк чухне ачасене ашшĕ-амăшĕпе пĕрле аслашшĕ-асламăшĕ пăхса ÿстерет, ватăлнăçемĕн асламăш-аслашшĕне ачасен хăйсен пулăшса тăма тивет. Тăххăрмĕш б класра юпа уйăхĕнче «Ваттисене пулăшар» акци ирттеретпĕр. Кашни вĕренекенех çулланнă çынсене кам мĕн пултарнă таран пулăшма тăрăшать.. Майоров Саша шăллĕпе пĕрле кашни кунах кукамăшне кил хуçалăхĕнче вак-тĕвек ĕçсем туса пулăшать. Матвеев Миша, Романов Иван, Жигулёв Дима асламăшĕсене час-часах пулăшса тăраççĕ. Кÿршĕри кинемейсене те пăхса тăракансем кирлĕ. Степанова Оля юнашар пурăнакана кишĕр кăларса, Матвеева Настя кăшман кăларса пулăшнă. Ватăлнă çынсене лавккана кайса килме те, пÿрте шыв йăтса кĕртме те йывăр. Çак ĕçсене тăвасси ачасемшĕн вылямалла пек кăна. Юля Питеевăна, Вова Павлова кÿршĕри кинемейсем пур ĕçе тума та шанаççĕ.