Тăххăрмĕш класс ачасемшĕн питĕ яваплă тапхăр. Вĕренÿ çул вĕçĕнче вĕсен экзаменсем тытма тивĕ. Ачасем экзаменсене ăнăçлă тытчăр тесен шкулпа ашшĕ-амăшĕ пĕр шухăшлă пулса килĕштерсе ĕçлени кирлĕ. Тăххăрмĕш б класра иртнĕ ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче ачасене професси суйлама вĕрентесси тата çак ÿсĕмри вĕренекенсен характерĕн уйрăмлăхĕсем пирки калаçрăмăр Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем ачисем шкулта мĕнле ĕлкĕрсе пынипе, вĕренсе тухнă çĕре мĕнле экзаменсем тытмаллипе кăсăкланчĕç.