Тăван ен учителĕсен ĕçлĕ тĕл пулăвĕ

Тăван ен учителĕсен ĕçлĕ тĕл пулăвĕ

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула Тăван ен культурине вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Пĕрремĕш урок вăхăтĕнче пиллĕкмĕш класра « Эп – çут çанталăк ачи» темăпа уçă урок иртрĕ. Ачасем урокра пултаруллă та маттур пулни палăрчĕ. Вĕсем  учительпе пĕрле килĕштерсе ĕçлени пурне те кăмăла кайрĕ.

Ун хыççăн ачасене Питĕркассинче ăс паракан Фадеева А.В.  вĕрентекенсене тĕпчев ĕçĕн технологийĕпе паллаштарчĕ, вĕрентÿ ĕçĕнче тунă ÿсĕмсемпе çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ.

Пурне те пирĕн шкула килме кăмăл тунăшăн тав сăмахĕ калас килет.