Ача-пăча туризмĕ Тăван çĕр-шыва юратма пулăшать. Çавăнпа та шкулсенче экскурсипе вĕрнÿ туризмне аталантарас тесе «Чĕрĕ уроксем» проекта вăя кĕртсе пыма тăрăшаççĕ. Çак проект питĕ хăйнеевĕрлĕ. Музейра, производствăра, предприятире ирттернĕ занятисем ачасен тĕнче курăмне пуянлатаççĕ. Вĕренÿ туризмĕ пĕлĕве тата канăва пĕрлештерет, ачасен сывлăхне çирĕплетет, вĕсене аталанма, кăмăл-сипет, патриотизм воспитанийĕ пама пулăшать.
Пирĕн шкул та асăннă проектран аякра тăрса юласшăн мар. Çуркуннехи каникулта 9 классем Шупашкар хулинче экскурсире пулчĕç, тĕрлĕ паллă вырăнсене çитсе курчĕç. Палăртмалла, чи интересли экскурси программине кĕнĕ объект Шуршăлти Андриян Николаев космонавт Мемориал комплексĕ пулчĕ. Экскурсовод А.Г.Николаев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн паллаштарчĕ, ачасем нумай кăсăклă япала çинчен пĕлчĕç. Вĕренекенсем экскурсипе кăмăллă пулчĕç.