Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи
Эс – чун пахи, эс – чун уççи.
Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи!
Чăваш чĕлхи кунне пирĕн республикăра 1992-мĕш çултанпа, аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă кун паллă тăваççĕ. Пирĕн шкул та çак йăлана пăхăнать.
2016-мĕш çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшчен шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнине ирттерме палăртнă, ĕç планне палăртнă.
Паян 7 класра «Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе» ятпа литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Чи малтанах вĕренекенсем чăваш чĕлхи çинчен халăхăмăрăн сăвăçисем хитре те ытарлă каланă сăввисемпе паллаштарчĕç. Унтан ачасен пултарулăхне ăмăртура сăнама пулчĕ. Ăмăртура И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне те уçса пачĕç, антонимсен ташшинче хутшăнчĕç, фразиологизмсене ăнлантарчĕç, рифмăсене тупрĕç. «Ытарлă сăмахсем», «Чăваш чĕлхине çÿпĕлетпĕр», «Шăйрăк чĕлхе», «Хисеп ячĕпе хуравла» вăйăсем ачасен пысăк тавракурăмне кăтартрĕç.
«Янăра, чăваш сăвви-юрри» конкурс та пысăк шайра иртрĕ. Конкурса 1-11 классем хутшăнчĕç. Палăртмалла, вĕренекенсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Чăваш юррипе сăвви ирĕккĕн, уççăн янăрарĕ. Конкурсра çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Данилова Т.(2 класс), Степанова В.(3 класс), Данилова Е. (4 класс), Макаров Д. (7 класс), Ухлейкина О.(8 класс), Чумаков И. (7 класс). Вĕсен район шайĕнче ирттерекен конкурса хутшăнмалла. Ăнăçу сунатпăр сире!