Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри,..

Паян районта чăваш чĕлхи кунне халалланă «Янăра, чăваш сăвви-юрри» фестиваль иртрĕ. Пирĕн шкултан 6 ача хутшăнчĕ. Конкурсантсем питĕ тăрăшса хатĕрленчĕç. Шкул чысне пысăк шайра хÿтĕлерĕç. Конкурс виçĕ номинаципе пулса иртрĕ: «Чăваш сăвви», «Чăваш сăмахĕ», «Чăваш юрри». «Чăваш сăвви» номинацири çĕнтерÿçĕсем: Данилова Т. – 3 вырăн (ертÿçи – Кочеганова Т.Г.), Данилова Е. 2 вырăн (ертÿçи – Волкова Е.Н.). Степанова В (ертÿçи – Маркова Н.А.), Макаров Д. (ертÿçи – Ешмейкина Л.А.) вырăн йышăнман пулсан та питĕ пултаруллă та ăста каласа пачĕç. «Чăваш сăмахĕ» номинацире Ухлейкина Ольăна çитекенни пулмарĕ, вăл «Чи пултаруллă вулакан» ята илме пултарчĕ. Чумаков И. «Чăваш юрри» номинацире çĕнтерме пултарчĕ.