Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе

Кашни çыннăн хăй çуралнă çĕр-шывĕ, тавралăхĕ, çыннисем çинчен   пĕлмеллех. Çакна çирĕплетес тесе 5-6 классем хушшинче КВН ирттертĕмĕр. Тема ячĕ -  «Хĕрлĕ Чутай район историйĕ. Çулсем тата çынсем». Ăмăрту кăсăклă та хаваслă иртрĕ. Вĕренекенсем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç.   

    Тǎван чĕлхе – атте-анне чĕлхи. Ашшĕ-амǎшне хисеплекен çын тǎван чĕлхене те хисеплĕ, нихǎçан та, нимĕнпе те улǎштармĕ. И.Я.Яковлев халалĕсене асра тытса пурǎнĕ. Чǎваш халǎхĕ пурǎннǎ чухне унǎн чĕлхи те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пулě. Çакна çирĕплетсе 8 класра вĕренекенсем хушшинче «Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе» интелектуаллă вăйă иртрĕ.  Пысăк балсем çак ачасем пуçтарчĕç: Ухлейкина О., Князев М., Бронюков К., Колендрейкин М., Степанов А. Пĕтĕмлетсе класра вĕренекенсемех   «Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе»  сочинени  çырчĕç, чĕлхе çинчен сăвăсем те калăпласа пăхрĕç