Кăçал Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Хусанкай Пётр Петрович - чăваш сăвăçи, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач. Вăл 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Тутарстанăн Элькей районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче çуралнă. 1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1950 çулта халăх сăвăçи ятне тивĕçнĕ. 1967 çулта К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен патшалăх премиĕн, 1969 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен Чăваш Ен Комсомолăн преми лауриачĕ пулнă.
Петĕр Хусанкай пĕтĕмпе 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15-ĕшĕ вырăсла тухнă. Чикĕ леш енче те чылай кĕнеке пичетленнĕ. Унăн сăввисемпе поэмисем вырăс, украина, болгар, акăлчан, франци, нимĕç, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чĕлхесем çине куçарнă.
Эпир те ăна асрах тытатпăр, унăн сăввисене кăткăслансах вулатпăр, пăхмасăр вĕренетпĕр. Чăваш халăх сайчĕ, «Сувар» хаçат, Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ, «Сӑвар ТВ» тата «Шкул ТВ» телеканалсем йĕркеленĕ «Хастарлăх çăлкуçĕ» конкурса
хаваспах хутшăнтăмăр. 7 класра вĕренекен Смирнова С. пăхмасăр каланă «Таня» поэма сыпăкăн тата 8 класра вĕренекен Данилова Н. вуланă «Савнă çĕр, Чăваш çĕр-шывĕ» сăввин видеоклипĕсене вырăна çитертĕмĕр. Эпир вĕсене ăнăçу сунатпăр.