Ан тиркесем чĕлхемĕре,
Ан хăй ăна начар теме,-
Унпа сана аннÿ ÿстернĕ…
Тĕнчере чĕлхесем шутсăр нумай, пĕтĕмĕшле илсен 6 пине яхăн чĕлхе тесе палăртаççĕ. Чĕлхе наци культурине сыхласа хармалли хатĕр пулса тăрать. Кашни халăх чĕлхи хăйне майлă, кунсăр пуçне тата нацин тĕнче ăнланăвне,йăли-йĕркине палăртакан мелсемпе уйрăлса тăрать. Чĕлхе çыннăн ăс-тăнне йĕркелет. Чĕлхене пĕлни çыннăн тавра курăмне майлаштарма, урăх çĕр-шывăн культурне тарăн курма пулăшать. Мĕн пур чĕлхене чĕлхе тесе йышăнни, кашнинех хисеплени пĕтĕм тĕнчере тăнăçлăх тума май парать. 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе кашни çулах нарăсăн 21-мĕшне чĕлхе культурин нумай нацилĕхне, унăн нумай енлĕхне тата нумай чĕлхелĕхне аталантарма пирĕн тивĕç пурине аса илтерсе тăракан Тĕнчери халăхĕсен тăван чĕлхе кунĕ тесе паллă тăваççĕ.
Шкулта та Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă турăмăр. Чăваш чĕлхине вĕрентекен Ешмейкина Л.А. тата Атнар ял вулавăшĕн библиотекарĕ Козлова А.П. 5-мĕш класра «Юмах тĕнчи – асамлă тĕнче» калаçу-вăйă ирттерчĕç. Ачасем тĕрлĕ халăх юмахĕсемпе паллашрĕç, ăмăрту ирттерчĕç. Уйрăмах Мадебейкин С., Ивантаев Д., Платонов Д. пуларуллă та хастар пулчĕç. Мероприяти хаваслă, чĕрĕ, кăсăк иртрĕ. Пиллĕкмĕшсем кăмăллă юлчĕç.
Ешмейкина Л.А. çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ: «Чăвашăн авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар. Хаклă туссем! Тăван чĕлхепе шăкăл-шăкăл калаçса, шăнкăр-шăнкăр юрласа, тăпăр-тăпăр ташласа ăна малалла аталантарар, чĕрĕлĕх парар. Юратнă Чăваш ен ÿссе-илемленсе, çĕкленсе аталаннă пекех, тăван чĕлхе те вăй-хăватлантăрччĕ, унăн чĕрĕ тымарĕ нихăçан та ан хăртăрччĕ».