"Чĕрĕ сăмах" («Живое слово») ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрĕ

Ака уйăхĕн  5-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта  5 –10 классенче вĕренекенсем хушшинче проза  хайлавĕсене пăхмасăр калакансен  "Чĕрĕ сăмах" («Живое слово») ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ.   Ку ăмăртăва чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене  тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентес, маттур та пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса районти шкулсенче  вĕренекен 20 ача хутшăнчĕ.

   Пирĕн шкултан та 7 класра вĕренекен Смирнова С.  А.Клементьев çырнă «Çăкăр» калаври сыпăка пăхмасăр пултаруллă, чуна пырса тивмелле каласа пачĕ, конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. С. малалла та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.