Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи
Эс – чун пахи, эс – чун уççи.
Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
Шкулта йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çулах чăваш чĕлхипе литература эрнине ирттеретпĕр. Вăл 2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшчен пулса иртĕ, ĕç планне палăртнă.
24.04.2017 Аслă вěрентекенěмěре И.Я.Яковлева сума суса паян 5 класри ачасем асăну каçне ирттерчěç.
Малтанах вĕренекенсем чăваш халăхěн Улăпě И.Я.Яковлев çинчен каласа пачěç. Иван Яковлевич чăваш халăхне, унăн ачи-пăчине чăвашла вěрентессишěн нумай тăрăшнă. Пěрремěш чăваш алфавитне , «Чăваш букварьне» те кăларнă, тăван халăх валли халал çырса хăварнă. Çапла çěкленÿллěн каласа пачěç çак тěлěнмелле пултаруллă çын çинчен. Унтан пиллĕкмĕшсем И.Я.Яковлев çырнă калавĕсемпе паллашрĕç, вĕсене тĕпе хунă кăсăклă инсценировкăсем лартса пачĕç. Калавсем тăрăх ÿкерчĕксем те ÿкерчĕç.
Малалла ачасем чăваш халăхěн юрри-ташшин илемлěхне туйса илме пултарчěç. Чăвашла сăвăсем, юрăсем, шÿтсем янăрарěç.
Юлашкинчен ачасем çапла тупа турěç: «И.Я.Яковлев халалěсене яланах асра тытăпăр! Пурнăçра чăн-чăн çын пуласчě!»
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн республикăра тата унăн тулашĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акции иртрĕ. Вĕренÿ министерствин сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх унта пурĕ 5 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсен йышĕнче ачасем те, аслисем те, ваттисем те пулнă. Диктанта Г.Волковăн «Ăслă ача» калавĕ тăрăх çырнă. Пĕтĕм чăваш диктанчĕн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин сумне хăпартасси, халăх хушшинче унăн çепĕçлĕхне сарасси, чăвашла тĕрĕс çырасси. Пирĕн шкултан та 8 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсем: Бронюков К., Князев М., Ухлейкина О., Данилова Н., Федоров Д., Ивантаева Е., Башкирова Т., Куропаткина К.. Пĕтĕмлетÿ çакăн пек пулчĕ: Бронюков К., Ухлейкина О., Данилова Н., Федоров – «5» палли илме пултарчĕç, ыттисем – «4» паллине тивĕçрĕç.
25.04.2017 Кашни çулах, ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр. Çак уяв вăл чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă. Шкулта та чăваш чĕлхине сума суса ирттерекен ĕç- хĕл пуçланчĕ теме пулать. Чи малтанах 7–мĕш классем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне «Чăваш чĕлхи атте-анне чĕлхи» брейн - ринг вăйăра тĕрĕслерĕç. Вăйăра ачасен çирĕп ăс - тăнĕ палăрчĕ. Анчах та ăслинчен ăслăраххи пур тени тÿрре тухрĕ. Пĕрремĕш вырăна Ивантаева Е тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вара Сорокина Л., Куропаткина К. пайларĕç. Улттăмĕш классем вара И. Я. Яковлев ачалăхĕпе паллашрĕç. Кунта çамрăк Иван Пăрăнтăк шкулĕнче вĕреннĕ самантсене аса илчĕç. Вĕренекенсене И.Я. Яковлев вĕреннĕ çын пулма ĕмĕтленни, унăн ырă кăмăлĕ, сăпайлăхĕ, шухăшĕ кăсăклантарчĕ. Пурте кăмăллă юлчĕç.
26.04.2017 Кашни çыннăн хăй çуралнă çĕр-шывĕ, тавралăхĕ, çыннисем çинчен пĕлмеллех. Çакна çирĕплетсе 8 класра "Хĕрлĕ Чутай район историйĕнчен» ăмăрту ирттертĕмĕр. Ăмăрту кăсăклă та хаваслă иртрĕ. Вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсемпе кăмăллă юлчĕç, хăйсем тĕллĕн пултаруллă ĕçлерĕç. Тăван чĕлхе – атте-анне чĕлхи. Ашшĕ-амăшне хисеплекен çын тăван чĕлхене те хисеплĕ, нихăçан та нимĕнпе те улăштармĕ. И.Я.Яковлев халалне асра тытса пурăнĕ. Чăваш халăхĕ пурăннă чухне унăн чĕлхи те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пурăнĕ. Çакна çирĕплетсе вĕренекенсем хушшинче «Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе» интелектуаллă вăйă иртрĕ. Пысăк балсем çак ачасем пуçтарчĕç: Юркова Е., Платонов Д., Князева Е., Ивантаева Е., Куропаткина К.. Башкирова Т.. Князев М., Ухлейкина О., Никитин Р. Вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе» сочинении çырчĕç, чĕлхе çинчен сăвăсем те калăпласа пăхрĕç.
27.04.2017 Паян районта чăваш чĕлхи куне халалланă «янăра, чăваш сăвви-юрри» фестиваль иртрĕ. Пирĕн шкултан 9 ача хутшăнчĕ. Конкурсантсем питĕ тăрăшса хатĕрленчĕç. Шкул чысне пысăк шайра хÿтĕлерĕç. Ăмăрту виçĕ номинаципе пулса иртрĕ: «Чăваш сăвви», Чăваш сăмахĕ», «Чăваш юрри». «Чăваш сăвви» номинацири (1-4 классем) çĕнтерÿçĕсем: Данилова Т. – 1 вырăн (ертÿçи Кочеганова Т.Г.), Трофимова Т. 2 вырăн (ертÿçи Волкова Е.Н.). Майорова А., Кузьмина Н. конкурсантсем вырăн йышăнайман пулсан та питĕ пултаруллă та ăста каласа пачĕ. «Чăваш сăмахĕ» номинацире (5-11 классем) хăйĕн пултаруллăхĕпе 5 класра вĕренекен Юркова Е. (ертÿçи Ешмейкина Л.А.) 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ, 1-4 классем хушшинче Данилова Д. çитекенни пулмарĕ, «Чи пултаруллă вулакан» ята илме пултарчĕ. «Чăваш юрри» номинацире «Ϋссен эсĕ кам пулатăн?» юрăпа 3 классем савăнтарчĕç. Апрелĕн 29-мĕшĕ – Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Çак куна та паллă тумасăр иртсе кайма пултараймарĕç вĕренекенсем. 7-9 классем хушшинче «Ялав, герб – чăваш патшалăх символĕсем» ятпа КВН иртрĕ. Ачасем символсем çинчен паянхи кун татах та нумайрах пĕлме пултарнине çирĕплетрĕç.
28.04.2017 Паян 5 класра «Эп чăваш ачи» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Чи малтанах вĕренекенсем чăваш чĕлхи çинчен халăхăмăрăн сăвăçисем хитрее те ытарлă каланă сăсемпе паллаштарчĕç. Унтан ачасен пултарулăхне ăмăртура сăнама пулчĕ. Ăмăртура И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне те уçса пачĕç. Антонимсен ташшинче те хутшăнчĕç, фразеологизмсене ăнлантарчĕç, ухалнă рифмăсене тупрĕç. «Чăваш чĕлхине çÿпĕлетпĕр», «Шăйрăк чĕлхе», «Хисеп ячĕпе хуравла» вăйăсенче ачасем хăйсен пысăк тавракурăмне кăтартма пултарчĕç.
29.04.2017 Чăваш чĕлхипе литература эрни сисмесĕрех иртсе кайрĕ. Шкул ачисем районти тата шкулти тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма пултарчĕç. Питĕ тухăçлă та кăсăк ĕçленине палăртса хăварас килет. Вĕренекенсем çакăн пек номинациллĕ Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. «Чи пултаруллă чĕлхеçĕ» - Ивантаева Е. (7 класс), «Чи пултаруллă проза ăсти» - Юркова Е. (5 класс), Смирнова С. (7 класс), «Чи пултаруллă таврапĕлÿçĕ» - Платонов Д. (5 класс), Ивантаев Д. (5 класс), «Чи тĕрĕс çыракан» - Бронюков К.(9 класс), Ухлейкина О. (9 класс), Данилова Н.(8 класс), Федоров Д. (8 класс).