Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕ янăра эсĕ чăваш чĕлхи!

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Ку уяв аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă кунĕпе пĕр килет. Çак куна паллă тума 1992-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикине туса хунă хыççăн Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕ хăйĕн ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе йĕркелесе янă.

   Шкулта ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 28-мĕшĕччен чăваш чĕлхи эрни ирттерме палăртнă. Çак тапхăрта çакăн пек тĕллевсем лартнă: ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.

   Эрнелĕх эпиграфĕ: «Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕ янăра эсĕ чăваш чĕлхи!».

   Чăваш чĕлхипе литература эрнинче тĕрлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр.

   Район шайĕнче ирттернĕ наукăпа практика конференцийĕнче  Ухлейкина О. «И.Я.Яковлев: жизнь, деятельность, наследие». секцире «И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ П.Сизов художник куçĕпе» ĕçне хÿтĕлесе 1-мĕш вырăн тухма пултарчĕ. 5-мĕш класра вĕренекен Степанова В. Иван Яковлев юмахне ăста та пултаруллă каласа  1-мĕш вырăн йышăнчĕ. «Асăмрах çав калавсем» ăмăртура Федорова О. 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

   Шкул шайĕнче ирттернĕ «Пурнăç калавĕсем» викторинăра 5-мĕш классем палăрчĕç. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцире те шкул ачисем (7-10 классем) кăмăлпах хутшăнчĕç. 7-мĕш класра «Эп - чăваш ачи» викторина иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç: чăваш чĕлхи çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене тупрĕç, чĕлхе çинчен сăвăçсем çырнă сăввисене аса илчĕç, ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç, тÿрĕ тата куçăмлă сăмахсене тупса палăртрĕç, пуплев пайĕсем çинчен аса илчĕç…Ăмăртура Князева Е., Ешмейкин Н., Судеркина Е. хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç. Библиотека диктанчĕ «И.Я.Яковлев – патриарх чувашской культуры» акцие те вĕренекенсем тăрăшсах хутшăнчĕç. «Кам миллионер пуласшăн?» ăс-хакăл вăййи 9-мĕш класра питĕ интереслĕ те хаваслă иртрĕ.

   Палăртма кăмăллă, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн шкулта вĕренекен Степанова В. Шупашкар хулинче ирттернĕ «Эпир – Яковлев мăнукĕсем» савăнăçлă чыславра хутшăнчĕ. Вăл «Эпир – Яковлев мăнукĕсем» конкурсри «Чĕрĕ сăмах» номинацире 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

  Чăваш чĕлхи эрни питĕ тухăçлă та савăнăçлă иртрĕ.