«Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе» викторина

Чĕлхемĕр пулсан – эпир пуян:

Чĕлхемĕр пулсан – эпир патвар:

Чĕлхемĕр пулсан – эпир мăнаç:

Чĕлхемĕр пулсан – эпир хастар!

  ЮНЕСКО пуçарăвĕпе нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери халăхсен Тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ.  Пирĕн шкулта та Тăван чĕлхе кунне халалласа тĕрлĕ мероприятисем туса ирттерме палăртнă.

 Паян шкулта Тăван чĕлхе эрни пуçланчĕ.  8-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе»  викторина иртрĕ. Ачасем пурте ĕçсене тимлесе пурнăçларĕç, пĕр-пĕринпе ăмăртса хуравсем шырарĕç. Кунта пĕлменни те сиксе тухрĕ. Чăнах та, пуян та кăсăк иккен пирĕн тăван чĕлхе-чăваш чĕлхи! Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн Князева Е., Петрова Д., Судеркина Е. пуринчен те нумай тĕрĕс хурав тупма пултарни курăнчĕ.