«И.Я.Яковлев калавĕсем – халăх ăслăлăхĕпе халăх вĕрентĕвĕ»

  Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче 5-мĕш класра «И.Я.Яковлев калавĕсем – халăх ăслăлăхĕпе халăх вĕрентĕвĕ» уçă урок иртрĕ. Урокра ачасем кĕскен И.Я.Яковлев пурнăçĕпе паллашрĕç, «Ырă çыннăм тупăнчĕ» видеоклип пăхрĕç. Ачасене уйрăмах Иван Яковлевичăн йывăр ачалăхĕ, вăл яланах тăрăшса вĕренни, чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшса тунă ĕçсем кăсăклантарчĕç.                         

        Калавсене вуланăçемĕн çыннăн ырă енĕсене курма, ĕçчен, тимлĕ, туслă пулма, тĕрĕслĕхе, пур халăха хисеплеме вĕренчĕç. «Сармантей» калавĕ вуланă чухне ачасем «Ÿкерчĕклĕ калав» йĕркелерĕç. Урока пĕтĕмлетсе учитель викторина ирттерчĕ.

И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем  тăвасси килти ĕç пулчĕ.