Вулав конференцийĕ

  

   А.Артемьев çырнă «Салампи» романăн тĕп теми – Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи хыççăнхи çамрăксен пурнăçĕ, вĕсен шухăш-ĕмĕчĕ, туслăхĕпе таса юратăвĕ. Çыравçă уйрăмах яш-кĕрĕме интереслентерекен ыйтусем хускатать: пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илесси, туслăхпа юратура телей тупасси, çавăнпа та 11-мĕш классем «Салампи» роман тăрăх вулав конференцийĕ ирттерме палăртрĕç.

   Çапла вара нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче чăваш халăх писателĕ А.Артемьев çырнă « Салампи» роман тăрăх вулав конференцийĕ иртрĕ. Унта 11-мĕш классем хастар хутшăнчĕç.

   Чи малтанах вĕренекенсем çыравçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх презентаци кăтартрĕç. А.Артемьев хăйне евĕр çыравçă пулнине, вăл сăнарлă чĕлхепе вырăнлă усă курма пĕлнине палăртрĕç. Хайлавра усă курнă ваттисен сăмахĕсем çамрăксене пурнăçра таса пулма, ăна пĕлсе пурăнма, кирек мĕнле йывăрлăхра та пуçа усмасăр, киревсĕр çул çине тăмасăр ăна çĕнтерсе тухма вĕрентнине ăша хыврĕç.

    Унтан хăйсем çырнă «Юратса кĕтме пĕлекенсем, шанчăка çухатманнисем - телейлĕ» эссепе паллаштарчĕç. Хайлав тăрăх хатĕрленĕ ыйтусем çине кăсăклансах хуравларĕç.

        Вулав конференцине хутшăннисем юлашкинчен çакна палăртрĕç: «Салампи»     роман çамрăксемшĕн питех те кирлĕ , пысăк пĕлтерĕшлĕ хайлав.