«Янăравлă чăваш чĕлхи» интеллектуаллă вăйă-конкурс

Нарăс  уйăхĕн 19-мĕшĕнче шкулта «Янăравлă чăваш чĕлхи» интеллектуаллă вăйă-конкурс  иртрĕ. Конкурса 6 –мĕш классем хутшăнчĕç.

Вăйă 5 станципе иртрĕ: «Ваттисен сăмахĕсем», «Тупмалли юмахсем», «Чăвашсен паллă çыннисем», «Фонетика», «Лексика». Вĕренекенсем тăрăшса ĕçлерĕç, вĕсен хастарлăхĕпе тăрăшулăхĕ  палăрчĕ. Чи нумай балл пухаканнисем çаксем пулчĕç: Савельев Д,, Зайцев Я., Ивантаева К.. Маттур, пултаруллă чăваш ачисем!

Çак кунах 8-10 классем хушшинче «Знатоки чувашского языка и родного края» КВН иртрĕ. Ăмăрту кăткăс та чĕрĕ иртрĕ. Ачасем хăйсен пурнăçланă ĕçĕсемпе кăмăллă юлчĕç. Чи пултаруллисен шутĕнче çаксем пулчĕç: Петрова Д.(8 кл.), Федоров Д.(10 кл.), Данилова Н.(10 кл.), Тибогайкина Н.(10 кл.), Кузьмин А. (8 кл.).