#çакăçутăтĕнчере

    Чăваш литературин классикĕ  К.В.Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине (çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче) халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ çу уйăхĕн 20-29-мĕшĕсенче «Çакă çутă тĕнчере…» акци ирттерет.  Акцие кирек кам та хутшăнма пултарать: видео е фото ÿкерсе К.В.Иванов хайлавĕсенчи йĕркесене çырса  хумалла та #çакăçутăтĕнчере тата #чрио хештегсемпе Интернетри хутшăну тетелĕсене (социаллă сетьсене) вырнаçтармалла.

   Пирĕн шкул та çак акцие хутшăнчĕ. «Нарспи» тата «Шуйттан чури» ĕçĕсене тăратрĕ. Ĕçсене çак ссылкăпа  https://vk.com/wall97285061_3427 кĕрсе пăхма пулать.