«Чӑвашӑмсем! Сире телей сунатӑп,
Ан сивӗнӗр тӑван чӗлхемӗртен.
Мансан – чӗлхесӗр янавар пулатпӑр
Чӗлхе пулсан – пӗтместпӗр ӗмӗрне!...»
Р. Сарпи
Халӑхӑн йӑли – йӗрки, юрри - ташши ӗмӗртен ӗмӗре куҫса пырать. Пурнӑҫ та шав малалла шӑвать, улшӑнать. Халӑх пуянлӑхне малалла аталантарас, унӑн пуян та ҫепӗҫ чӗлхине упраса хӑварас тӗллевпе республика шайӗнче иртекен «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль - конкурс кӗҫӗн классене тӑваттӑмӗш хут пуҫтарчӗ. Тӑватӑ тӗрлӗ номинаципе иртрӗ вӑл.
Чутай енӗн пултаруллӑ ачисем ҫак мероприятие пӗтӗм кӑмӑлтанах хутшӑнни палӑрчӗ. Хитре тӗрӗ-эрешлӗ чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем жюри членӗсене чуна уҫакан юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, чӑваш вӑййи-куллипе тыткӑнларӗҫ, тӑван чӗлхери сӑмах илемӗпе чуна ҫӗклерӗҫ.
Конкурсра ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑмах ҫӗр-шывне чунтан кӑмӑллакансен пултарулӑхӗ ҫӑл куҫ пек тапса тӑни сисӗнчӗ. Чӑн-чӑн чӑваш чунлӑ, пултаруллӑ ачасемпе тӑрӑшуллӑ вӗрентекенсем хутшӑнма кӑмӑл туни паянхи кун уйрӑмах савӑнтарать.
Пӗчӗккӗ пулин те, эпир те пӗрремӗш хут фестиваль-конкурса хутшăнтӑмӑр. Уява тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Тӑрӑшни сая каймарӗ. «Сӑмах илемӗ» (поэзи) номинацире Данилова Каролина 2-мӗш вырăна тухма пултарчӗ. Питĕ пултаруллă та ăста каласа пачĕ вӑл В. Тарават çырнӑ «Ҫӗнук» сӑвва. «Сӑмах илемӗ» (проза) номинацире вара 3-мӗш вырăна тухрӗ. Ку хутӗнче вӑл З. Нестерова ҫырнӑ «Кишӗр – мишӗр» юмаха каласа пачӗ.
Маттур, Каролина! Малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сĕнетпĕр сана!
«Чӑваш сӑвви – юррине,
Атте – аннемӗр чӗлхине
Пуҫа таяр, хисеплер,
Ҫӳлтен- ҫӳле шав ҫӗклер!...»