Паян ака уйăхĕн 22-мĕшĕ. Чăваш чĕлхи эрни малалла тăсăлать.
Кашни халăхăн чĕлхи – турă панă пуянлăх. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Ăна упраса пырасси пирĕн тивĕç. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна халалласа 6 класра «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» викторина, 7 класра «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук» интеллектуаллă вăйă ирттертĕмĕр.
Викторина ыйтăвĕсем чĕлхепе, литературăпа, тăван ен культурипе çыхăннисем пулчĕç. Ачасем интересленсех ыйтусем çине хуравларĕç, йывăрлăх сиксе тухсан та алă усмарĕç. Викторинăра хутшăннă чи маттур ачасене палăртрăмăр: Кузьмина А., Майорова Н., Афанасьева А., Белов А., Платонова Д..
Интеллектуаллă вăйă 6 станципе иртрĕ: «Тупмалли юмахсем», «Ваттисен сăмахĕсене вĕçле», «Çамрăк чĕлхеçĕсем», «Чăваш çырулăхĕ», «Çунатлă сăмахсем», «Тимлĕх». Ачасем ытларах тупмалли юмахсене, ваттисен сăмахĕсене, çунатлă сăмахсене аван пĕлнине кăтартрĕç. Вăйă ачасене питĕ килĕшрĕ. Амăртура çапах та пĕри çĕнтерет, ку хутĕнче «Çăлтăрчăк» ушкăн пысăк балл пухса çĕнтерме пултарчĕ, чи маттур ачасем пулса тăчĕç. Пурне те малалла та пултаруллă пулма ăнăçу сунатпăр.