Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах ака уйăхĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнине ирттеретпĕр. Кăçал вăл ака уйăхĕн 19-24-мĕшĕсенче пулса иртет. Плана кашни кун валли тĕрлĕ ĕç кĕртнĕ.
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 8-9 классенче «Çĕнĕ çырулăх – 150 çул» урок лекци палăртнă. Лекци хыççăн ачасем тăрăшса, кăткăсланса викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Чи пултаруллисем шутĕнче çак вĕренекенсем пулчĕç: Юркова Е., Ивантаев Д., Сидоров Д., Мочалова А., Степанова В., Елгайкина А..
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 8 класра Юхма Мишши çырнă «Шурçамка» повеçĕ тăрăх «Кашкăртан та кашкăр хăрамасть-çке, мĕншĕн çын çынран хăрать…» диспут иртрĕ. Саккăрмĕшсем хăйсен хуравĕсене туллин те ĕнентермелле уçса пачĕç. «Молодой волк – Шурзамка» видеоролике хĕрÿ сÿтсе яврĕç. Туслăх, юрату, ырату, курайманлăх, пĕчченлĕх сăмахсен пĕлтерĕшне уçса пачĕç.