Вăрçă асаппа инкек акать…

   «Вăрçă» сăмах ытла та хăрушшăн, сиввĕн илтĕнет: чуна çÿçентерет, кăмăла хуçать, чун-чĕрене ыраттарать, сехрене хăпартать. «Вăрçă асаппа инкек акать», - тенĕ ваттисем. Кирек мĕнле вăрçă та куççульсĕр, çухатусăр пулмасть. Пур вăрçă та халăх историйĕнче хурлăхлă йĕр хăварнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинех илер. Ытла та ирсĕр тăшман тапăннă пирĕн çĕр-шыв çине. Кашни фашистра чунсăрлăх хуçаланнă. Вĕсен чунĕсенче пĕр чĕптĕм хĕрхенÿ туйăмĕ те пулман. Мĕн чухлĕ çынна персе вĕлернĕ, мĕн чухлĕ çынна çунтарса янă, мĕн чухлĕ çынна чуралăха хăваласа кайнă, мĕн чухлĕ çынна концлагерьсенче асаплантарнă… Тăшман пирĕн халăха кÿнĕ инкек-синкеке, терт-асапа каласа та пĕтерес çук, анчах чăтнă, тÿснĕ, çĕнтернĕ…

   Фронта тухса кайнă салтаксене, паллах, питĕ йывăр пулнă. Çапах та тылра юлнисене те çăмăлах пулман. Сăр тата Хусан хÿтелев чиккисене тума хутшăннисене те ытла та йывăр пулнă-çке шартлама сивĕре  ĕçлеме…

   Историрен çакă паллă: Тăван çĕр-шывăн 1941 çулхи Аслă вăрçи пуçлансан хаяр та ирсĕр тăшман вун-вун хулапа яла питĕ кĕске вăхăтра ярса илнĕ. Кĕркунне фашист Мускав çывăхĕнчех пулнă. Çавăнпа та Чăваш çĕр-шывĕнче тăшмана чарма хÿтĕлев чиккисем тума йышăннă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе васкасах чăваш халăхĕ те  кÿленнĕ. Сăр хĕррипе  Улатăр тăрăхĕнчен пуçласа Етĕрнене çитиччен тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчен Тăвай таранах хÿтĕлев чиккисем чавма пуçăннă.  Камсем пулнă-ха унта ĕçлекенсем? Унта 16-17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене пуçтарнă. Çамрăк хĕрсем вĕсен хушшинче ытларах пулнă. Виçĕ уйăх ытла шартлама сивве чăтса 380 çухрăм тăршшĕ танксем каçмалла мар шăтăксем чавнă. Пĕтĕмпе 5 миллион кубла шăн çĕре хускатнă. Мĕнле йывăр пулнă вĕт вĕсене, анчах вĕсем чăтнă, мĕн хушнине тунă. Вăрçă асапне чăтса ирттернĕ çынсенчен тĕлĕнме пăрахаймастăн. Йывăр пулнă вĕсене, анчах çакна кăтартман. Тăраниччен çăкăр çиеймен вĕсем, анчах пĕрре те ÿпкелешмен. Вăрçă вĕсен асĕнче тарăн йĕр хăварнипе пĕрле кăмăлне çирĕплетнĕ, пурнăçа хаклама вĕрентнĕ.

   Чăваш ен  Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене  тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе йышăннă. Хуласемпе ял-поселок тавра оборона линийĕсем тăвасси чăнласах пĕтĕм халăх ĕçĕ пулнă. Чăваш Енре вĕсене чавас çĕрте вун-вун пин çын ĕçленĕ. Ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать. Вăл çак пулăма халăхăн чăн-чăн паттăрлăхĕ тесе палăртать. Пирĕн çав паттăрлăха асра тытмаллах. Нимĕн те ан манăçтăр. Çамрăк ăру халăх паттăрлăхне манмасть, кăткăслансах тĕрлĕрен тĕпчев ĕçĕсем туса ирттерсе тĕрлĕ конкурсене хутшăнаççĕ.

   Акă, Атнар вăтам шкулĕнче  вĕренекенсем те район тата республика шайĕнче ирттернĕ конкурссенчен айкра тăрса юлмарĕç. 11-мĕш класра вĕренекен Данилова Е. Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ республика шайĕнче ирттернĕ сочиненисен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулма пултарчĕ. Чӑваш Республикин вӗренӳ Министерствин пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер» центрӗ ирттерекен республика шайĕнче ирттернĕ «Чĕрĕ сăмах» конкурсра саккăрмĕш класра вĕренекен Степанова Валерия Ю.Скворцов çырнă «Уках хурăнĕ» повесть сыпăкне пăхмасăр каласа парса 1-мĕш вырăн тивĕçлипех çĕнсе илчĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕн «Чавал» ентешлĕх ирттернĕ конкурсра та Юркова Е. (9 класс) кăмăлпах  хутшăнса 2 вырăн çĕнсе илчĕ. 9 класра вĕренекен  Мочалова Александра Раççей шайĕнчи «Без срока давности…» сочинени конкурсĕнче хутшăнчĕ. Республика тапхăрĕнче 354 ĕçрен Александра «Об этом нельзя забыть..» ĕçпе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Унăн ĕçĕ Мускава çитсе 100 балл пухма пултарчĕ, финалист пулса тăчĕ. Ăна чыслава тĕп хуламăра чĕнсе илчĕç. Вĕренекен  майăн 7-9-мĕш кунĕсенче Мускавра пулчĕ. Чыслав майăн 8-мĕшĕнче Çĕнтерÿ музейĕнче пулса иртнĕ. Малтан финалистсене Раççей вĕренÿ министрĕ С.С.Кравцов саламланă, ырă сăмахсем каланă, мухтанă. Финалистсене Раççей шайĕнчи пултаруллă ачасен шутне кĕртни çинчен пĕлтернĕ. Дипломпа хаклă парнесене «Офицеры» кинора ÿкерĕннĕ Алина Покровскаян аллинчен илнĕ. Мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăнтăн тесе ыйтсан Александра: «Вăйлă!!! Нихăçан та асран каймалла мар самантсем, çĕнĕ юлташсем, шухăшсем,ĕмĕтсем…».

  Пултаруллă  ачасене  татах та малашне пысăк çитĕнÿсем тума чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, вăй-хал сунатпăр.