Кăçал Пĕтĕм Раççейри «Пушкин картти» наци проекчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – çĕр-шывра пурăнăкан мĕнпур çамрăксене вĕсен социаллă лару-тăрăвне пăхмасăр культура тата наци пуянлăхĕсемпе çыхăннă объектсемпе паллашма пĕ пек майсем тупса парасси. Çак программăпа усă курса çамрăксем ытларах культура мероприятийĕсене çÿреме пултараççĕ. Пирĕн шкулта 8-10 классенче вĕренекенсем «Пушкин картти» программăна хута ячĕç. Акă, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче, ачасем билет илсе К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем лартнă «Ан пăрахсам мана» спектакль курчĕç. Спектакле А. Дударев пьеси тăрăх ларнă.
«Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин тискерлĕхĕпе шелсĕрлĕхне тин кăна шкул вальсĕ çаврăннă тăватă пикепе паттăр Михасев капитан сăнарĕсем урлă кăтартнă. Кашни хĕрĕн хăйне евĕрлĕ чунри асапĕ, характерĕ…Спектакль режиссерĕ Наталия Сергеева хĕрарăмăн чунри ыратăвне, ачашлăхне, вăйне питĕ тарăннăн туйса сăнарсене калăплани сисĕнет. Акă хĕрсенчен пĕри, Вероника Кремис фашистсен тискерлĕхне курса çывăрайми пулнăскер, Михасев капитанпа ташлама тухсан унăн çирĕп хул пуççийĕн хÿтлĕхне туйса пĕрремĕш хут çывăрса каять…Куракана култармалли самантсем те чылай спектакльте. Зина Батянăн хăтланăвĕсем айван та кăнтам, кулăшла. Çĕнĕ спектакле туйăмлă кĕвĕсемпе илемлетни, ташă-юрра сăнарлă усă курни ăна ăнăçлă пулса тухма май панă. Куракан спектакль пуçланнă-пуçланманах сăнарсен пурнăçĕпе пурăма пуçлать, мĕн спектакль вĕçĕчченех çак тыткăнран тухаймасть. Тăван халăхăн вăрçăри терт-асапне, юратăвĕпе ыратăвне, вăрçа пула татăлнă ĕмĕтсене, каялла тавăрайми çухатусене веçех çак спектакльти сăнарсем урлă тĕлĕнмелле уçăмлă кăтартни паллах Наталия Сергеева режиссертан, Людмила Панфилова ташă лартаканран, Светлана Зверева ÿнер ăстинчен тата паллах пултарулă артистсенчен килнĕ».
Вуннăмĕш класра вĕренекенсем «Ан пăрахсам мана» спектакле тишкерсе тухрĕç. Палăртмалла, аслă класри ачасене спектакль питĕ килĕшнĕ. Уйрăмах ар çын ачасене – Михасёв капитан (каласа хăвармалла, ку роле пирĕн ентеш Н.Котеев ăста калăпланă), хĕрачасене – Зинаида Батян. Декораци те килĕшÿллĕ пулнине палăртрĕç куракансем. «Хамăр та вылякан артистсемпе мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çити пĕрле пултăмăр, вĕсемшĕн пăшăрхантăмăр, кулянтăмăр, мухтантăмăр, мăнаçлантăмăр, сăнарсене шеллерĕмĕр», - терĕç вуннăмĕшсем.