Автор: Ешмейкина Л.А.
Эп
пĕртак чăваш ятне çĕклесшĕн.
Ман юман пек пулса кашламалла.
Хунавран эп тивĕç пиçĕхмешкĕн.
Малалла-ха пурнăç, малалла.
Петĕр
Хусанкай
2022 çулта Чăваш Енре
Мухтавлă ентешсен çулталăкне уявлаççĕ. Çулталăка П.П.Хусанкайран пуçлар. Чăваш
Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш халăх поэчĕн П.П. Хусанкайăн ятне халăх
асĕнче упраса хăварас, пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе «Хусанкай
вулавĕсем − 2022» фестиваль ирттерет. Эпир те çак уявран аякка
юлас темерĕмĕр. Конкурса 8 класра вĕренекен Данилова Т. П.Хусанкайăн «Таня»
поэма сыпăкне пăхмасăр каласа панă видеоматериал ярса патăмăр.
Пĕлсе тăма (кĕскен): Чăваш халăх поэчĕ П.П.Хусанкай
Тутар Республикинчи Сиктĕрме ялĕнче, чухăн хресчен çемйинче, 1907
çулхи январĕн 22-мĕшĕнче çуралнă.
Сиктерме ялĕнче мухтавлă
чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Илья Николаевич Ульяновăн юлташĕ тата пĕр
шухăшлавçи Иван Яковлевич Яковлев 1878 çулта уçнă шкул пулнă. Çак шкула тĕрлĕ
ялсенчен ăс пухма ачасем çÿренĕ. Хусанкайсен çуртĕнче пĕрмаях пĕр-икĕ
вĕренекен, çывăх тăванĕсен ачисем, пурăннă. Вĕсем кунта вĕренĕве хăйсен
ялĕсенчи чиркÿ прихут шкулĕсем хыççăн малалла тăснă. Пĕчĕк Петĕр вĕренекенсен
тĕлĕнмелле илĕртекен кĕнекисене куç хывать, вĕсем вĕреннине пăхса тăрса, 6-7
çулта хăй тĕллĕн тенĕ пекех вулама вĕренет.
Сакăр çулта
Петĕр Хусанкай шкула вĕренме каять. 1923 çулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн вăл
Хусанти чăваш педагогика техникумне вĕренме кĕрет, унта литература кружокĕн
ĕçне хутшăнать, вырăс тата тутар поэзийĕпе паллашать.
1924 çулта
Шупашкарта тин уçнă «Сунтал» журналăн пĕрремĕш номерĕнче Хусанкай виçĕ сăвă
пичетлет; 1925 çулта «Сунталăн» 3(9)- мĕш номерĕнче поэт пултарулăхĕнчи
паллă сăвă – «Ирĕк тимĕрç» тухать. Çак çулсенчен пуçласа çамрăк поэт сасси
чăваш çырулăхĕнче уçăран уçă янăрама тытăнать. Октябрьти революци ирĕке кăларнă
чăваш халăхĕ çинчен хавхаланса çырнă сăвăсем, илемлĕ сасăпа çĕнĕлле
каланă сăмахсем, вулакансен чĕрине хумхатаççĕ, чуна кайса тивеççĕ.
Хусанкай часах чăваш ĕç çыннийĕсен юратнă поэчĕ пулса тăрать.
1925 çулта
пуçĕпех литература ĕçне куçать, пурлă-çуклă пурнăçне пăхмсăр, литература
ăсталăхне çине тăрса вĕренет, нумай вулать, çĕршыв тăрăх тухса нумай-нумай çĕре
çитсе курать. Çамрăк Хусанкай, çирĕм çулти поэт, малтанхи çулçÿреврен хăйĕн
пултарулăхĕпе паянччен паллă вырăн йышăнакан «Çирĕм улттă» поэма илсе килет. Ку
произведени чăваш литературине çĕнĕ сывлăш кÿрет. Иванов таланчĕпе амаланнă,
Çеçпĕл хавалĕпе çунатланнă чăваш поэзийĕ «Çирĕм улттă» поэмăран пуçласа тепĕр
хут вăй илет, пирĕн çĕнелнĕ юрă-сăввăн хăвачĕ чикĕсĕр анлă иккенне кăтартса
парать.
Асăннă
поэма Хусанкая чăваш сăвăçисем хушшинче тивĕçлипе пĕрремĕш вырăн парать.
1931 çулта
вăл Мускавра тухакан чăваш хаçачĕн – «Коммунарăн» корреспонденчĕ пулать, ку
ĕçре 1934 çулччен ĕçлет. Хаçат хушнисене пурнăçласа, поэт тĕрлĕ çĕрти çĕнĕ
стройкăсене кайса çÿрет, Горькие, Донбаса, Магнитогорска çитет, рабочисен
пурнăçĕпе паллашать. Çак вăхăтра вăл «Магнитту» поэма çырать.
Чăваш халăх
пултарулăхĕн пуян тăпри çинче шăтса, Ивановпа Çеçпĕл сывлăшĕпе вăй илнĕ
Хусанкай поэзийĕ вырăс культури паракан хăватпа аталанать. Поэт вырăссен
тата ытти халăхсен çырулăхне тĕпчесе вĕренет, тĕнчери классиксен
произведенийĕсене чăвашла куçарать.
Петĕр
Хусанкай чăваш литературине тĕнче шайне кăларать. Вăл Çеçпĕл Мишши сăввисене
нумай халăх чĕлхи çине куçарма пулăшса калама çук пысăк ĕç тăвать. Петр
Петрович Шекспирăн вилĕмсĕр «Ромеопа Джульеттине», Пушкинăн «Евгений Онегинпа»
«Полтава» поэмисене, Грибоедовăн «Ăса пула инкек», Лермонтов, Шевченко, Чехов,
Райнис, Маяковский, Тычина, Рыльский тата ытти паллă çыравçăсен хайлавĕсене
чăвашла куçарса наци культурин пÿлмине калама çук пуянлатать. Тăлмач ĕçĕ
Хусанкая хăйĕн талантне ÿстерме пулăшать, уншăн пысăк шкул пулса тăрать.
Патриотизм
теми Хусанкай пултарулăхне уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Тăван çĕршывăн Аслă
Отечественнăй вăрçинче пулса, салтак нушине тÿсмеллипех тÿссе, поэт фронтра та
хăйĕн ĕçне манмаст: йывăр çапăçусем хыççăн, пăшалĕ каннă вăхăтра, юратнă ĕçне
тытать.
Хусанкайăн вăрçă
вăхăтĕнче çырнă лирикăллă сăввисем, «Таня» поэми тата «Аптраман тавраш» романĕ
– чăваш литературине ĕмĕрлĕхе вăй илтернĕ пуянлăх.
Халăхсем хушшинчи
туслăх, тăван çĕршыва чунтан парăнни, тăшмансене хаяррăн курайманни, фронтпа
тыл пĕр-пĕтĕм пулса халăх ирĕкĕшĕн çапăçни – çакă поэзишĕн яланах пархатарлă
темăсене чăваш аптраманĕсем хăйсен маттур сăнарĕсемпе çĕклеме чăнахах та тĕрĕс
тивĕçлĕ. Эпир, Россия халăхĕсемпе пĕрле чух, аптраман, аптрамастпăр, аптрас та
çук! «Аптраман тавраш» романан тĕвви çакăнта.
Вăрçă хыççăн Петĕр
Хусанкай ачасем валли нумай çырнă. Унăн «Тăван çĕршыв» поэми тата «Вăрман
юрлать» ятлă сăввисем – чăваш ачисемшĕн мĕн пĕчĕкрен пĕлмелли , асра тытмалли ,
хавхаланмалли тăван сăмахсем.
Хусанкайăн вăрçă
хыççăнхи тепĕр пысăк ĕçĕ – «Тăван сасăсем». Ку кĕнекере тĕрлĕ çĕршывран тата
тĕрлĕ халăхран тухнă 60 поэт сăввисем. Вĕсене пурне те чăвашла Хусанкай
куçарнă.
…Хĕрĕх
çула яхăн поэзии ĕçĕнче. Хĕрĕх ытла уйрăм кăларăм. Петĕр Хусанкай сăввисене
çирĕм чĕлхене куçарнă, çав шутра: акăлчанла, пăлхарла, венгрла, французла,
чехла. 1950 çулта Петр Петрович Хусанкая Чăваш Республикин правительстви
Чăваш халăх поэчĕ хисеплĕ ят парса чысланă.