Волкова
Е.Н.
Эпир
музейра!
Музей
– аваллӑх управҫи, теҫҫӗ. Кунта ял,
район, республика, ҫӗршыв историйӗ упранать. Çитӗнекен ӑрӑва патриотла
воспитани парас тӗлӗшӗпе пысӑк вырӑн йышӑнать.
Нумай пулмасть иккӗмӗш класра вӗренекенсем
районти «Çын тата ҫут ҫанталӑк» краеведени
халӑх музейӗнче пулса курчӗҫ. Музей ертӳҫин ҫумӗ Л. В. Сядайкина шкул ачисене ӑшшӑн та тараватлӑн кӗтсе илчӗ.
Çӗнелсе улшӑннӑ музейра кӑмӑл ҫӗкленет. Музей ҫурчӗ хӑтлӑ. Унта кӗрсенех ҫутӑ
та таса пӳлӗмсем, кунти тирпейлӗх куҫ умне тухса тӑрать. Музейра ҫитӗнекен
ӑрушӑн паха материал нумай.
Чи малтан Лариса Валерьевна иккӗмӗшсене
районти конкурса хутшӑннӑ шкул ачисен ӗҫӗсене курма сӗнчӗ. Ачасем хавхаланса, пысӑк
тимлӗхпе вӗсене пӑхса савӑнчӗҫ. Мӗнле ӗҫ ҫук-ши кунта! Мӗнле маттур иккен пирӗн
район вӗрентекенӗсемпе вӗренекенĕсем!
Унтан музей ертӳҫин ҫумӗ пире район тата ытти паллӑ ӳнерҫӗсен
ӗҫӗсене кӗрсе курма ыйтрӗ. Уйрӑмах пире
хамӑр етешӗн, Туканаш ялӗнче ҫуралса
ӳснӗ, Атнарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренсе ӑс пухнӑ, халӗ паллӑ
ӳнерҫӗн, А. В. Даниловӑн ӗҫӗсем килӗшрӗҫ. Вӑл тӑван тавралӑхӑн илемне чунпа
туйса сӑрӑсемпе кӑтартса пама пултарни чуна тыткӑнларӗ. Эпир унӑн пултарулӑхӗпе
чӑннипех те мухтанма пултаратпӑр.
Малалла вара пире Лариса Валерьевна тӗлӗнсе
каймалла пӳлӗме илсе кӗртрӗ. Кунта вӑхӑтлӑха илсе килнӗ лӗпӗшсемпе нӑрӑсен
коллекцин куравне йӗркеленӗ. Мӗн тӗрлӗ лӗпӗш, мӗн тӗрлӗ нӑрӑ, мӗн тӗрлӗ
хурт-кӑпшанкӑ ҫук-ши кунта! Коллекционер-энтомолог С. А. Карпеевӑн тӗлӗнсе каймалла
питӗ пысӑк ӗҫӗ кунта. Кун пеккине эпир хальлӗхе ниҫта та курман. Л. В.
Сядайкина ачасене ӑнланмалла та ҫывӑх чӗлхепе ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи тӗрлӗ тӗслӗ
лӗпӗшсемпе нӑрӑсем ҫинчен питӗ лайӑх каласа пачӗ.
Музейран иккӗмӗшсем тулли кӑмӑлпа тухрӗҫ. Унта пулни чӗресене тарӑн йӗр
хӑварчӗ, нумайлӑха асра юлӗ.