Чапаев паян та паттăрлăх тĕслĕхĕ

Автор:Ешмейкина Л.А.

Кăçал граждан вăрçинче хастарлăхĕпе, хăюлăхĕпе палăрнă ентешĕмĕр В.И.Чапаев çуралнăранпа 135 çул çитет. Кĕскен Василий Чапаев çинчен мĕн калама пулать-ха?

«1887 çулта Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Шупашкар уесĕнчи Будайка ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Аслă пиччĕшĕ Михаил каласа панă тăрăх, «Чапаев» хушамат вĕсен аслашшĕнчен — Степан Гавриловран – пуçланса кайнă. Атăл шывĕпе пĕренесем юхтарнă чух аслашшĕ «чапь», «чепь» «чепай» тесе кăшкăрнă, «цепляй» теес вырăнне ĕнтĕ. Çапла ун çумне çак ят çыпçăнса юлнă. Вăхăт иртнĕçем хушамат пулса тăнă.

1913 çулта тыр-пул пулманнипе выçă вилесрен Чапаевсен çемйи тăван ялĕнчен кайса Самар кĕпĕрнине кĕрекен Николаевка уесĕнчи суту-илӳ çулĕ çинче ларакан Балаково ялĕнче тĕпленет. Василий пĕчĕклех нумай пĕлме тăрăшнă, ăнлă-пуçлăскер вăйăсенче те ертӳçĕ рольне вылянă. Çăмăл мар пурнăç халăх паттăрне хурçă пекех туптать. Унăн ĕç биографийĕ вунпиллĕкренех тытăнать. 1902 çулта вăл Василий Лопатин усламçă патĕнче столяр ĕçне кӳлĕнет. Икĕ çултан паллă ăстаçă И.Г. Зудин хуçалăхне ĕçлеме куçать. Платник ĕçне алла илнĕскер вăл тетĕшĕпе тата ашшĕпе Атăл тăрăхĕнчи ялсенче çуртсем туса çӳрет.

1914 çулта Василий Чапаева çара илеççĕ. Икĕ çул Карпат тăрăхĕнчи çапăçусенче тертленнĕ хушăра вăл 1 разрядлă ратникран фельдфебеле çитет. Темиçе хут аманать. Çапăçура палăрнăшăн унăн кăкăрĕ çине часах виçĕ Георги хĕресĕ тата виçĕ медаль çакса яраççĕ.

Граждан вăрçинче Василий Чапаев Хĕрлĕ çара ертсе пынă чухнехи ăсталăхĕ çинчен «Легендарный начдив» сборник тĕплĕн каласа парать.

Василий Чапаевăн паттăрлăхĕ уйрăмах 1919 çулта А.В. Колчак çарĕпе çапăçнă чух палăрнă. Вăл ертсе пынипе 25-мĕш дивизи Ĕпхӳ тата Уральск хулисене йышăннă. Çакăншăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.

Василий Ивановичăн пурнăçĕ 1919 çулхи авăн уйăхĕнче шуррисем ăнсăртран тапăнса кĕрсен Лбищенск хулинче (халĕ Казахстанри Чапаев ялĕ) татăлать».

Ентешĕмĕрĕн паттăр ĕçĕсене çамрăк ăру та манмасть. Вуннăмĕш класра вĕренекенсем те унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕпе паллашрĕç. Панă ссылкăри ĕçсемпе паллашрĕç, кăткăс ыйтусем çине хуравласа хăйсен тавракурне пуянлатрĕç.. (https://ok.ru/video/247162275319, , https://learningapps.org/watch?v=ptmqkdioj22 ).