Юрлакан поэт

Ешмейкина Л.А.

 

Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тĕрлĕ мероприятисемпе, конкурсемпе , фестивальсемпе пуянлансах пырать. Иртнĕ эрнере Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче те П.А.Ялкира халалланă  мероприятисем пулса иртрĕç. Пирĕн шкулта вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те аякра юлмарĕç. «Юрлакан поэт» фестиваль-конкурса хаваспах хутшăнчĕç. Илларионова М. «Поэт, салтак, çын» номинацире 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Саккăрмĕш класра вĕренекен Данилова Д. «Савнă ялăм» сăввине чуна пырса тивмелле каласа пачĕ. Вĕрентекенсем Атнар гимне сцена çинче мăнаçлă шăрантарчĕç.

Пĕлсе тăма (кĕскен):

  Петӗр Ялгир (чӑн ячӗ Тихонов Петр Алексеевич), — сӑваҫ, драматург, тӑлмач, литературовед. 1922 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Ирчемес ялӗнче ҫуралнӑ.

   СССР ҫыравҫисен (1969), Раҫҫей тата Чӑваш профессиллӗ ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн, ЧР композиторӗсен ассоциацийӗн членӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1972), РФ Музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗ тата Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ ятсем парса чысланӑ. 2005 ҫулта П. Хусанкай ячӗллӗ литература премиӗн лауриачӗ пулнӑ.

  Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, орден-медале тивӗҫнӗ, майор. Канаш педучилищинче, Ленинград артучилищинче, Мускаври М.Горький ячӗллӗ Литинститутра, Шупашкарти марксизм-ленинизм университетӗнче пӗлӳ пухнӑ. Хӗрпӗ Чутайра райхаҫат редакцийӗн яваплӑ секретарӗ, ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, районти радиовещани редакторӗ, Вӑрнарта райӗҫтӑвкомӑн культура, парти райкомӗн пропаганда пӑйӗсен заведующийӗ, райхаҫатредакторӗ, Шупашкарта Чӑвашрадио корреспонденчӗ тата ЧР ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пропаганда бюровӗн ертӳҫи пулнӑ.

   Петӗр Ялгир 50 кӗнеке кӑларнӑ. Унӑн сӑввисем «Ҫавал ҫути» (1956), «Паттӑрлӑх кунӗсем» (1995), «Салам», «Ман ялав — чӑашлӑх» (2005), юрӑ сӑввисем «70 те 7 юрӑ» (1992), «Юрлас килет» (2000), шӳтпе кулӑш хайлавӗсем «Шӑртлӑ кулӑ» (1991), «Кун-ҫул куллисем», «Йӳҫӗ кулӑ» (2005), ача-пӑча сӑввисем «Ӗмӗтсем пысӑк» (1968), «Янӑравлӑ шӑнкӑрав» (2002), «Ачасем юрлаҫҫӗ» тата ытти кӗнекесене те кӗнӗ.

   Поэт сӑввисемпе композиторсем 250 ытла юрӑ кӗвӗленӗ. Уйрӑмах «Хӑмла пахчи», «Вӑййӑ тухрӗҫ ҫамрӗксем», «Салам», «Савнӑ тусӑм манӑн иккӗ», «Хуняма» ятлисем анлӑ сарӑлнӑ.

   Ялгирӑн самана саманчӗсене сӑнлакан ӗҫӗсем те пур. «Сарӑмсӑр ҫумӑр» драмӑра ХХ-мӗш ӗмӗрти 18-мӗш ҫулти ӗҫсене, «Хрисан Степанов» пьесӑра - 30-мӗш ҫулсене, «Вутлӑ вӗҫевсем» пьесӑра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтне, «Туртӑм» поэмӑра тата «Пурпӗрех мар» пьесӑра юлашки ҫулсенчи ӗҫсене кӑтартса панӑ.

   Ҫавӑн пекех Петер Ялгирӑн «Чӑваш Литератури энциклопедийӗ» (1999) кӗнекине кӑларнин ӗҫӗ пысӑк. 2005 ҫулта ку кӗнеке вырӑсла «Литературный мир Чувашии» ятпа тухнӑ. Ку кӗнекере 600 ытла хушамат асӑннӑ.