Автор: Ешмейкина Л.А.
Чǎваш чěлхи-тǎван
чěлхе,
Эс - чи пахи, эс -
чун уççи.
Чǎваш чěлхи- тǎван
чěлхе,
Пин чěлхерен чи çепěççи.
Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн
тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе.
Ака муйӑхӗн
18-мӗшӗнче Атнарти пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта та чӑваш чӗлхи эрни
пуҫланчӗ. Çак уяв
вăл чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă.
Чӑваш чӗлхи эрнинче тĕрлĕ ӗҫ тума палӑртнӑ.
Кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне
кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарать. Ӗҫсене вара тӗрлӗ ӱсӗмри ачасем валли
хатӗрленӗ.
Чăваш чĕлхи эрнене 6 класра вĕренекенсем
«Тăван чĕлхе-таса хĕлхем» викторинăран пуçларĕç. Амăрту кӑсӑклӑ иртрĕ. Вĕренекенсем Чăваш çĕрĕ çинчен сахал мар пĕлнине, унăн чаплă
çыннисемпе мухтаннине кăтартса пачĕç.
Вуннăмĕш класра вĕренекекенсем вара «Пирĕн паллă ентешсем» çыру ĕçĕ
çырчĕç.
Паянхи ĕçсенче Индейкина К., Юркова Е.,
Мочалова А., Платонов Д. хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç.
Чӑваш чӗлхи
эрни малалла тăсăлать. Вăл пуриншӗн те усӑллӑ, тухӑҫлӑ иртессе шанас килет.