Чăваш чĕлхи! Сана эпир курнă, шаннă.

Чăваш чĕлхи! Сана эпир курнă, шаннă,

Куç пек упранă халăх авалтан.

Кун-çул вучахĕнче эс кăварланнă,

Чĕлхе вĕçне килетĕн чи малтан.

       «Юрататăп чăвашсене: вĕсене пĕтĕм чунтан
ырлăх сунатăп. Вĕсене телейлĕ тăвас тенисĕр
 пуҫне манăн пурнăҫра урăх нимĕнле тĕллев те пулман» тесе каланă пирěн вěрентекен Иван Яковлевич Яковлев. 

        Çын, темиçе чěлхе пěлсен те, хǎй тǎван чěлхине савма, хисеплеме, юратма тивěçлě. Мěн пěчěкрен калаçса ÿснě тǎван чǎваш чěлхипе пирěн илемлě те яка, таса калаçма хǎнǎхмалла.  Çакна пирěн ака  уйǎхěн 18-24 мěшěсенче, чǎваш чěлхи эрнинче тата кашни кун çирěплетсе памалла.

       Пуçламăш класра вěренекенсем чăваш чěлхи эрнинче «И. Я. Яковлев - улӑпла паттӑр» урок – лекци, «История чувашского  народа»  киноурок,  «А. Г.  Николаев – чăвашсен пěрремěш космонавчě» презентаци - калаçу, П.П. Хусанкай сăввисемпе  конкурс ирттерчěç.   Чăваш чěлхи эрнине хутшăннă вěренекенсене тав хучěсемпе саламларěç. «Айтӑр, пӗрле выляр - и?» вӑйӑсемпе чӑваш эрни вěçленет.

       Пуçламăш класра вěренекенсем Ф.В.Исендеров «Азбука чувашских орнаментов и эмблем» кěнеки тӑрӑх чӑваш тěррисемпе паллашрěç, технологи урокěнче тěрěсемпе усӑ курса чăваш саппунěсене илемлетрěç. Район шайěнче иртекен «На моём рисунке Родина моя»  конкурса 4 –мěш класра вěренекен Егор Т., 1-мěш класри Артём К. укерчěксемпе хутшӑнчěç, 4 –мěш класри Полина К. республика шайěнчи П Хусанкай çырнӑ «Эп- чӑваш ачи» сӑвӑпа хутшӑнчě.

3-мěш класра вěренекенсем «Çуркунне» юрӑ юрларěç, «Çерем пӑсса вир» акрӑм вӑйӑпа чӑваш чěлхи эрнине илемлетрěç.

      Ака уйǎхěн 25-мěшěнчен пуçласа республика шайěнче иртекен «Эпě чǎвашла калаçатǎп!» акцие хутшӑнса хǎйсен тата ыттисен калаçǎвне видео çине ÿкерсе тěрлě интернет уçлǎхне вырнаçтарма пулать.

       Пурне те ǎнǎçу сунатпǎр!

 6