2022 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри
вăтам шкулта Чăваш Республикинчи Паллă ентешсен çулталăкне тата Петĕр Ялкир (Тихонов) çуралнăранпа 100 çул
çитнине халалланă ăслăлăхпа практика
конференцийĕ иртрĕ. Конференцие районти пур шкултан та хутшăнчĕç, хăйсен вăйне пултарулăх
секцийĕсенче тивĕçлипех виçрĕç. Вĕсем çаксем пулчĕç: тĕпчев ĕçĕ «Петĕр Ялкир
пурнăçĕпе пултарулăхĕ», «Петĕр Ялкир пурнăçĕпе пултарулăхĕ» презентаци, Петĕр
Ялкир хайлавĕсем тăрăх тунă видеоролик, Петĕр Ялкир хайлавĕсене пăхмасăр
вулатăп, «Çамрăк поэт» литература пултарулăхĕ.
Пирĕн шкултан та 5-мĕш класра вĕренекен Канцелярова
П. тата 8-мĕш класра ăс пухакан Кузьмина А. ăслăлăхпа практика конференцийĕнче хăйсен
пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Кузьмина А. икĕ секцинче хутшăнчĕ: тĕпчев ĕçĕ «Петĕр
Ялкир пурнăçĕпе пултарулăхĕ», «Çамрăк поэт» литература пултарулăхĕ. Тĕпчев
ĕçĕнче вĕренекен 1-мĕш вырăн тивĕçлипех çĕнсе илчĕ. Литература пултарулăхĕнче –
2-мĕш вырăн. Канцелярова П. «Петĕр Ялкир хайлавĕсене пăхмасăр вулатăп» секцире
2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.
Маттурсем!!! Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, ăнăçу сунатпăр.
Ешмейкина
Л.А.