Тема сценария
Çăкăр хакĕ ( Цена хлеба)
Мероприятие 11-15 çулти ачасем валли хатĕрленĕ
Ĕç тĕллевĕ:
- вĕренекенсене çăкăрăн пурнăçри вырăнĕпе паллаштарасси,
тăван уй-хире, çĕр ĕçне юратма вĕрентесси, çăкăр тăвакансене хаклама, çăкăра
хисеплеме, перекетлеме хăнăхтарасси, çĕр ĕçченĕн профессине суйласа илес туйăма
вăйлатасси.
Кирлĕ хатĕрсем:
«Çăкăр» темăпа
ÿкерчĕксем, кĕнекесен выстовки, уй-хире
сăнланă ÿкерчĕксем, плакатсем,
алшăлли çине хунă çавра çăкăр, пучахсен ÿкерчĕкĕсем, çăнăхран пĕçернĕ
апат-çимĕç, инсценировка валли хатěрленě ěç хатěрěсем, презентации
«Çăкăр хакĕ».
Мероприятие шкул ачисемсĕр пуçне класс
ертÿçисене тата хăнасене чĕннĕ.
Çăкăр хакĕ
Мухтав та пехил,
ĕмĕр-ĕмĕрне,
Тарпа тăварланнă ыраш
çăкăрне.
Митта Ваçлейĕ
Ачасен ушкăнĕ
«Анне пĕçернĕ çăкăр» юрра юрлать.
Хĕрача тĕрленĕ алшăлли çине хунă
çăкăр йăтса тухать.
Акă вăл,акă вăл,
Çавра çăкăр çакă вăл.
Çиес тесе тытатăн –
Çавра хĕвел куратăн.
Çăвар карса пăхатăн
Сарă ыраш куратăн.
Çавă ыраш хушшинче
Аннÿ пилне туятăн.
Ăкă çăкăр çыртатăн –
Çĕлĕк çÿллĕш пулатăн.
Çавра çăкăр умĕнче
Çара пуçна таятăн.
Акă вăл, акă вăл,
Çавра çăкăр çакă вăл.
Апат-çимĕç хушшинче
Асатте пек аслă вăл.
1-мĕш ертсе пыракан: Ăнлантăр
пулĕ, паянхи калаçу çăкăр çинчен пулĕ. Çăкăр! Мĕнле вырăн йышăнать вăл пирĕн
пурнăçра, пĕлтерĕшĕ, хакĕ мĕнле-ши унăн? Перекетлĕ тытатпăр-и эпир паян ăна?
Çăмăл-и çĕр ĕçченĕн ĕçĕ-хĕлĕ? Çак ыйтусем çине хурав шырăпăр эпир сирĕнпе
паянхи уявра.
2-мĕш ертсе пыракан: Çăкăр! Ытла та
асамлă сăмах-çке вăл! Унăн пурнăçри хакне, пĕлтерĕшне каласа пама сăмах та
çитес çук. Вăл çĕр-анне паракан хаклăран та хаклă ырлăх, пуянлăх. Çынсем, çăкăр
тытса, хăйсен чи çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем умĕнче тупа тăваççĕ. Çăкăрпа çывăх
туссене, ĕç паттăрĕсене, хисеплĕ хăнасене кĕтсе илеççĕ. Çăкăр ĕмĕртенпех
хисепре. Ахальтен мар пурте ун умĕнче пуç тайса «Çăкăртан асли çук» тенĕ.
1-мĕш ача:
Мухтав та пехил
Ĕмĕр-ĕмĕрне
Тарпа тăварланнă
Ыраш çăкăрне.
2-мĕш ача:
Çăкăрта пуласси –
Асра тытăр кашни.
Çăкăра упрасси –
Çĕр-шыва упрани.
3-мĕш ача:
Ыраш, урпа кашлаççĕ вĕçсĕр,
Лăпкать ăршаллă çил хире
Уй хумханать çĕн тинĕс евĕр
Хăй ытамне чĕнет пире.
4-мĕш ача:
Вĕри кăмакаран ăна
Кăларнă, акă, тин кăна.
Хĕвел пекех вăл çаврака,
Ытам тытмалăх сарлака.
5-мĕш ача:
Лăпкăн-лăпкăн сенкер хумлă
Тинĕс хумханать.
Тинĕс мар вăл, пирĕн тулă
Сарăлса выртать.
6-мĕш ача:
Хăна килсессĕн кăмăлпа,
Хирĕç тухатпăр çăкăрпа.
Инçе çула каяс çынна
Пиллетпĕр çăкăрпа кăна.
1-мĕш ертсе пыракан:
Ачасем, мĕнле шухăш палăрать – ха сăвăсенче? (Куракансен хуравĕсем).
Тĕрĕс. Чăнах та, çăкăр – пысăк пуянлăх, вăл
хресченĕн тарĕпе çитĕнет. Çăкăр пулсан эпир те, çĕр-шыв та пуян. Çăкăр… Унран
хакли пур-ши тĕнчере? Çăкăрсăр апат çиме лармастпăр. Анчах та сĕтел çине килсе
вырттăр тесен çав тери нумай ĕçлемелле, вăй хумалла. Ахальтен мар çăкăр вăл
пĕрчĕрен пулать теççĕ.
Çăкăр сĕтел çине мĕнле килсе выртать-ха? Çăкăр çăмăллăн пулмасть. Тырă
çитĕнтерес тесе çĕр ĕçченĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшаççĕ. Мĕнле ĕçсем туса
ирттереççĕ-ха вĕсем?
7-мĕш ача:
Çĕр ĕçченĕ тырă ÿстерет,
Тырă ÿстерет çĕр ĕçченне.
Ахальтен-и тăпăрти чĕре
Инçетрен туять хир шăршине.
3-мĕш ертсе пыракан: Механизаторсем тырă ÿстерме
кĕркуннех хатĕрленме тытăнаççĕ. Вĕсем çĕре сухалаççĕ, тырă акаççĕ. Çуркунне
анана апатлантараççĕ, кăпкалатаççĕ, çум курăксене пĕтерме им-çам сапаççĕ. Ăна
пухса кĕме те нумай вăй хума тивет ял ĕçченĕн.
Хамăр таврара та пирĕн паллă та пултаруллă механизаторсем пур. Вĕсем: Вазиков
Петр Леонтьевич, Татаров Юрий Зиновьевич
– тракторпа çĕртме, суха тăваççĕ; Степанов Николай Яковлевич, Григорьев
Анатолий Ефремович, Чашкин Олег Анатольевич, Степанов Михаил Гергиевич,
Трифонов Владимир Петрович – тырă
акаççĕ, им-çам сапаççĕ, пулас тырра апатлантараççĕ.
Пономарев Илья
Николаевич, Терушкин Александр Владимирович, Трифонов Геннадий Петрович,
Степанов Юрий Александрович, Ешмейкин Владимир Иванович, Чумаков Валерий
Михайлович – комбайнёрсем тырра тирпейлĕ пухса кĕртме тăрăшаççĕ.
Игушкин Геннадий Егорович, Наумов
Геннадий Георгиевич, Шалтыков Юрий Петорович – тырра машинăпа йĕтем çине
турттараççĕ. Хăйсен мухтавлă ĕçĕпе çĕр ĕçченĕсем пĕтĕм халăх хисепне тивĕç.
Пирĕн те вĕсене тав тумалла, вĕсен ĕçне пысăка хумалла, хисеплемелле. Çăкăра
ÿстерекенсене мухтав!
4-мĕш ертсе пыракан: Каласа хăварас
килет, ĕлĕкхи вăхăтра çăкăра туса илме татах та йывăр пулнă. Ăна туса илнĕ
çĕрте хресчен пĕтĕмпех алăпа ĕçленĕ. Эсир кун пек ĕçсене куçпа курман та.
Киносенче е ÿкерчĕксенче кăна курнă. Мĕн чуль тар тăкнă çĕр ĕçченĕ? Анине
сухаланă чухне хытă çĕрте суха пуçне тытса пыма та çăмăл пулман. Сÿреленĕ
хыççăн хресчен, кунтăк çĕклесе, тырра алăпа акнă. Тырри ăнса пулсан çурлапа
вырса илнĕ, кĕлте тунă, типсен çапуççипе çапса пĕрчĕленĕ, алă арманĕпе е çил
арманĕпе авăртнă.
Экран çинче фотосем тухса пынă май «Асран кайми аки-сухи» юррă янăрать.
Тепĕр чухне тырă шăтса тухсан, çăкăр туса илнĕ çĕрте тĕрлĕ йывăрлăхсем
пулнă: шăтса тухнă тырра пăр çапса хăварнă, шăрăх çанталăка пула та çынсем
çăкăрсăр тăрса юлнă, выçлăх çулĕсем пуçланнă.
Л.Агаков çырнă «Пĕрре çуркунне…» повеçĕнчи
сыпăкпа паллашма сĕнетпĕр.
1-мĕш ертсе пыракан:
Выçлăх хресчене пысăк инкек кăтартнă. Чăваш автономилле облаçне Мускав хули
тата Мускав кĕпĕрни çумне çирĕплетнĕ. Мускав Чăваш çĕршывне вагонĕ-вагонĕпе
апат-çимĕç ăсатать. 1922 çулхи январĕн 2-ĕшĕнче кăна 13 вагон килет: 12 вагонра
тырă, пĕринче ачасем валли тĕрлĕ апат-çимĕç. Мускав хулинче 3 пине яхăн ачана
вырнаçтарнă.
2-мĕш ертсе пыракан: 1941
çул. Нимĕç фашисчĕ пирĕн çĕр-шыв çине сĕмсĕррĕн, тискеррĕн тапăнса кĕрет. Вĕсем
хăйсен çулĕ çинче никама та хăварман: ишсе, çунтарса, аркатса хăварнă. Уй-уйĕпе
тырпула çунтарса янă. Халăха йывăр килнĕ. Халăх чăтнă. Колхозра кунне-çĕрне
пĕлмесĕр ĕçлекен çынсем тăраниччен çăкăр çиеймен. «Пурте – фронта, пурте –
фронт валли» девизпа пурăннă халăх.
Салтаксене те çăмăл килмен. Уйрăмах Ленинград блогадине тÿссе ирттернĕ çынсем
çинчен асăнса хармалла. Тăшман хулана пур енчен те çавăрса илнĕ. Апат-çимĕç,
шыв çукки çынсене пурăнма май паман. Блокада 900 куна пынă. Хулара 850 пин çын
ытла вилнĕ. Ĕçлекен çынсене кунне
8-мĕш ача: Александр Клементьевăн «Çăкăр»
калавĕнчи сыпăкпа паллаштарни
Салтак Ленинграда хÿтĕлесе çапăçнă. Блокадăри хула госпиталĕнчен иккĕмĕш
хут сывалса тухсан, вăл хăйĕн чаçне васканă. Декабрьти Лениградăн çил-тăманлă,
сивĕ, пушă, хăрушă урамĕсемпе утнă. Каç çывхарса килнĕ.
- Пичче, тархасшăн, пичче –
илтĕнсе кайнă вăйсăр сасă. Салтак чарăннă, ун патне пĕр хĕрача тухса тăнă.
- Тархасшăн, манпа пĕрле
кĕрĕр-ха, пичче…Светлана …вилсе кайнă…Хĕрача ăна пĕр пысăк çуртăн пĕрремĕш
хутĕнчи пĕчĕк пÿлĕме ертсе кĕнĕ. Унта темиçе кун та хутман пекех сивĕ пулнă.
Урайĕнче, сĕтелпе юнашар, хĕрача вилли выртнă. Светлана текенни пулнă ĕнтĕ вăл.
Салтака ертсе кĕрекенни Зоя ятлă, вăл вун иккĕре, унăн амăшĕ заводра ĕçлет,
халь киле таврăнайман-ха. Вĕсем Светăсемпе кÿршĕре пурăннă, час-часах пĕр-пĕрин
патне çÿренĕ, май килнĕ таран пулăшса тăнă. Сакăр çулхи Светланăн амăшĕ,
чирлĕскер, виçĕмкунах çăкăр илме кайнă та каялла килмен. Зоя каланă тăрăх,
виçĕмкун асар-писер çил-тăман вĕçтернĕ, Çветлана амăшĕ, ăçта та пулин канма
Ларса юр айне те пулма пултарнă. Ĕнер Зойăпа амăшĕ чылай вăхăт хушши шыранă,
анчах тупайман. Светланăна, палах, кун çинчен систермен.
Сĕтел çинче кăранташпа çырнă хут листи выртнă: «Атте, санран виçĕ уйăх
ĕнтĕ пĕр хыпар та çук, - шăнса хытнă аллисемпе чăрмакланă Светлана. – Килте
пĕчченех ларатăп. Анне виçĕмкун çăкăр илме кайрĕ те таврăнаймарĕ-ха. Çĕрле те
çывăрмасăрах кĕтетĕп. Вăл шыçăнса кайрĕ ĕнтĕ, аран-аран çеç çÿрекелет. Çăкăр
питĕ сахал параççĕ. Стена çумĕнчи обойсене те сÿсе çисе ятăмăр, вĕсене çăнăх
клейпа çыпăçтарнă-çке-ха. Санăн пĕчĕк сехете те сутма тĕк сехете те сутма
тăрăшрăмăр. Илекен çук, никам та пĕр татăк çăкăр та памарĕ уншăн. Ыран татах
хăтланса пăхăпăр, тен, кам та пулмн çĕр улми парĕ. Сĕтел-пукансене çунтарса
пĕтертĕмĕр. Питĕ сивĕ. Атте, тархасшăн,
часрах таврăн-ха, кăштах та пулин çăкăр илсе кил…»
Салтак хăйне госпитальтен парса янă апат-çимĕçе Зойăна парса харнă та çапăçăва васканă. Урăх мĕнпе
пулăшма пултарнă-ха вăл? Вăрçă пуçланнăранпа пĕрремĕш хут çавăн чухне куççуль
тухнă салтакăн.
Унтан салтак Польшăна ирĕке кăларни çинчен каласа парать.
-- Иккĕмĕш хут Польшăра макăртăм.
Унта эпир пĕр концлагере ирĕке кăлартăмăр. Лагерьтен ача йăтнă пĕр хĕрарăм аран
уткаласа тухрĕ те пирĕн ума чĕркуçленсе ларчĕ. Концлагерьти çыннăн пĕвĕ-сийĕ,
сăн-сăпачĕ мĕнле пулнине каласа кăтартмăп.
--Çăкăр, - терĕ вăл вырăсла. Пирĕнтен пĕри сахăрпа çăкăр
пачĕ. Чи малтанах вăл çăкăрне ярса тытрĕ те ачине çитерме тăчĕ. Ачи çăварне
уçманнине курсан, чăмлак туса пачĕ. Ачи çаплах хускалмасть. Унтан вăл чăмлака
пÿрнипе ирĕксĕрех ача çăварне чикме тăрăшрĕ, анчах ачи çăварĕ ниепле те
уçăлмарĕ.
---Мĕншĕн кăшт маларах
çитеймерĕр-ши, тăвансем. Катюша тин кăна сывăччĕ…» - пулчĕç унăн юлашки сăмахĕсем. Санинструктор
чупса çитрĕ, çĕр çинче выртакан амăшĕпе хĕрне пăхрĕ. «Иккĕшĕ те вилнĕ», - терĕ.
3-мĕш ертсе пыракан: Çапла вара, çăкăр
пулсан – эпир те сывă, çĕр-шыв та малалла аталанать.
Ачасем, мĕнле шутлатăр, çăкăр
хаклă-и? (куракансен хуравĕ) Çапла, йÿнĕ. Пĕр 20 çул каялла çăкăр йÿнĕ
пулнă. Пĕр буханка çăкăр 16-18 пус пулнă. Ун чухне çăкăр туса илес тăкака
патшалăх хăй çине илнĕ. Çавăнпа та çăкăра перекетлех тытман, темшĕн-çке çакă
паянхи кунччен те сыхланса юлнă. Çăкăр хакĕ пирки ачасем çырнă сочиненири
йĕркесене итлесе хăвăр валли пĕтĕмлетÿ тăвасса шанас килет.
9-мĕш ача: Çăкăр… Мĕн тери хаклă сăмах. Çăкăр
авалтан халăхра пысăк хисепре пулнă. Пур-ши унтан асли? «Умăнтан çăкăр ан татăлтăр,»
- тенĕ çынсем пĕр-пĕрне ырă сунса. «Çăкăртан аслă ан пул!», «Упра, ан тĕпрет
çăкăра!». «Хырăм выçмасăр çăкăр ан тыт», «Выçсан çăкăр та кулачă пулать» -
теççĕ пире аслисем.
Шел пулин те, хăш-пĕр çынсем çăкăра
хисеплемеççĕ, ял ĕçченĕсен ĕçне хаклама пĕлмеççĕ. Çирĕплетсех калама
пултаратпăр: чунсăр, çăкăр ÿстерсе курман çын çеç çăкăра пăрахма пултарать.
Хальхи вăхăтра çăкăра хисеплеменнисем те пур. Çăкăр татăкĕсем урайĕнче, кил
картинче, çÿп-çап шăтăкĕнче тата ытти çĕрте те выртнине курма пулать. Чăн
сăмахăн суййи çук. Лайăх пурнăçра иртĕхме пуçлани мар-и ку?
10-мĕш ача: Çăкăр татăкĕ çÿп-çап тăкмалли савăтсенчи
ăпăр-тапăр хушшинче курсан, чун сÿлесе каять. Çакăн пек çынсене, чăваш
йăли-йĕрки тăрăх, ĕмĕрех сивленĕ, вĕсене çĕр-аннемĕр умĕнче айăпа кĕнĕ çынсем
вырăннех хунă. Çăкăр вăл ĕçчен тарĕ. Çапла, çăкăр хакне пĕлмен çын нихăçан та
пурнăçа ăнланас çук. Ăнланас тесен, çăкăр мĕнле пулнине, мĕн хак тăнине яланах
асра тытас пулать.
В Кузьмина Г.Ефимов çырнă «Çăкăр татăкĕ»
сыпăка вуланинине итлеме сĕнетпĕр. Хăнана килнĕ çынсене сăмах парасси.
4-мĕш ертсе пыракан: Пирĕн
тăван çĕр-шыври çынсем тулăх пурнăçпа пурăнаççĕ. Сĕтел çинче мĕн тĕрлĕ çимĕç
выртнине курмастăн пулĕ. Эсир те паянхи тĕл пулăва çăнăхран тĕрлĕ çимĕçсем
пĕçерсе килнĕ. Чăнах та, халĕ эпир çăнăхран темĕн те пĕçерме пĕлетпĕр.
Анчах та, ачасем, паянхи çимĕçсем
хушшинче тутлă шăршăллă çăкăр выртать. Мĕнле пиçет-ха çак техĕмлĕ çимĕç?
А.Василева
çырнă «Çăкăр пиçет» калавĕ тăрăх инсценировка лартса пани
3-мĕш ертсе пыракан: Ачасем,
çăкăр çĕр-шыв пуянлăхĕ, апла пулсан пирĕншĕн те пуянлăх, çăкăра сая ярас мар
тесе шутлатăр пулсан, нумай ан ил, ан пĕçер. Çăкăра çисе яма пултараймастăн
пулсан, çур татăкне кăна хуçса ил. Çăкăра упрасси кашнин тивĕçĕ, вăл халăх
ырлăхĕ – ăна упрама пĕлмелле. Çăкăрсăр пурнăç çук тенине асра тытасчĕ. Çăкăра
хисеплеме пĕлекен çын ашшĕ-амăшне те хисеплет, ваттисене те сума сăвать, чунĕпе
таса, кăмăлĕпе сăпай пулать.Çăкăр çынна тасатать, йывăрлăхра тĕрĕслет, пурнăçра
тĕрĕс çулпа уттарать.
1-мĕш ертсе пыракан: Халăх мĕн авалтан
çăкăра хисеплеме вĕреннĕ. Çăкăра хисеплесси – хут çине мар, чи малтан халăх
чĕрине çырăннă таса та пархатарлă
саккун. Ĕмĕртен килекен йăласемпе йĕркесем, ваттисен сăмахĕсем пурте çав таса
саккуна çирĕплетеççĕ. Халăх ăнланăвĕнче çăкăр пуринчен те çÿлĕрех, пуринчен те
маларах тăнă, пуринчен те аслăрах пулнă. Çавăнпа халăх çăкăртан мала иртме
хушман.
2-мĕш ертсе пыракан: Çăкăр
– пурнăç тыткăчĕ, унсăрăн çын пурăнма пултараймасть, çавăнпа çăкăра
хисеплемелле, упрамалла. Ăна туса илме те питĕ йывăр. Çăкăртан аслă ан пулăр,
мĕншĕн тесен вăл çут тĕнчере чи хакли. Упрăр çăкăра, çăкăр тăвакансен ĕçне
хисеплĕр.
11-мĕш ача:
Çĕлĕке хывмасăр
Çăкăр ан тыт –
Çăкăртан асли çук.
Хырăму выçмасăр
Çăкăр ан тыт –
Çăкăртан хакли çук.
Аллуна çумасăр
Çăкăр ан тыт –
Çăкăртан таси çук.
12-мĕш ача:
Эс упра çăкăра
Сума су эс хăвна
Пысăка ан хурсам
Нихăçан эс хăвна.
Çăкăрта – пуласси
Асра тытăр кашни
Çăкăра упрани –
Çăршыва сыхлани.
13-мĕш ача:
Тус-тăванăм, çакна эс
ан ман:
Çĕр çинче асли çук
çăкăртан!
Пуç тайса хисепле эс
ăна,
Вăй та пурнăç парать
вăл сана.
14-мĕш ача:
Çăкăр вăл – сĕтел
илемĕ.
Çăкăр – пурнăç
тăсакан.
Вăл пулас кунсен
хĕлхемĕ.
Тĕнче ырă – вăл
пулсан.