Исследовательская работа "Атнар тăрăхĕнчи топонимика"

Исследовательская работа    "Атнар тăрăхĕнчи топонимика"

                                                               Исследовательская работа

 

                          Атнар тăрăхĕнчи топонимика

 

 

( Работу выполнила:  Ешмейкина Людмила Александровна,  учитель чувашского языка и литературы МБОУ «Атнарская СОШ») 

 

Содержани:

 

1.      Содержани ----------------------------------------------------------------------1 стр.

2.      Ĕçĕн тĕллевĕ    ----------------------------------------------------------------- 2 стр.

3.      Кÿртĕм сăмах       -------------------------------------------------------------- 3-4 стр.

4.      Ойконимсем (ял, урам, кас ячĕсем) --------------------------------------- 5 стр.

5.      Агронимсем (уй,çырма, çаран ячĕсем) ----------------------------------- 6-8 стр.

6.      Оронимсем (тăвайкки, сăрт ячĕсем) -------------------------------------- 8 стр.

7.      Гидронимсем (юхан шыв, пĕве, кÿлĕ, çăл куç ячĕсем) --------------- 9 стр.

8.      Дромонимсем (çул, сукмак ячĕсем)   ------------------------------------- 10 стр.

9.      Дримонимсем (вăрман, раща ячĕсем) ------------------------------------ 10 стр.

10.  Антропонимсем (ятсем, хушаматсем)   ------------------------------- 11-12 стр.

11.  Хыç сăмах --------------------------------------------------------------------  13 стр.

12.  Усă курнă литература-------------------------------------------------------- 14 стр.                                                   

13.  Хушса пани. Ăнлантару словарĕ:

 

ü  Тĕрлĕ майпа çапла чĕннĕ

 

ü  Чĕр чун ячĕсенчен

 

ü  Тĕсе пĕлтерекен хушаматсем

 

ü  Çын ячĕсенчен

 

ü  Наци (халăх)

ü  Званисемпе чинсем

ü  Алă-ĕçĕпе çыхăннă

ü  Ÿсен тăран ячĕсем

ü  Паллă ячĕсем

ü  Тĕрлĕ ушкăна кĕрекеннисем

 

ü  Паллă мар

 

 

 

 

 

-1-

 

 

Ĕçĕн тĕллевĕсем:

 

 

1. Атнар ялĕ тăрăхĕнчи топонимсемсене шыраса тупса вĕсен ытарлăхне туйса илесси;

 

2. Тăван ял кун-çулне тĕпчесси;

 

3.Халăх пурнăçне, обществори улшăнусене, тĕрлĕ событисене топонимикăра тупса сăнласси.

 

 

-2-

 

Кÿртĕм сăмах

Чăвашăн авалхи кун-çулĕ шурă хут çине хурапа çырăнса юлайман. Пирĕн ватă асаттесемпе асаннесем халăхăмăрăн историне ăс халлĕн упранă, кашни сăмахран унăн кун-çулĕ пытанса тăрать. Çав ылтăн-кĕмĕлтен те хаклă мул çÿпçине уçмалли мерчен çăра уççине тупма кăна пĕлмелле. Вара çав çÿпçерен пирĕн истори, станпа тĕртсе кăларнă пир тăрăхĕ пек, пĕр татăлми юхса тăма тытăнать.    

Эпĕ  хамăн тĕпчев ĕçне Атнар ял тăрăхĕн топонимĕсемпе çыхăнтарас терĕм. Ĕçе пĕччен ĕçлемен. Ĕçĕ питĕ кăткăс. Çапах та ĕçе пуçларăмăр, пулăшакансем те пайтах пулчĕç. Ватă çынсемпе курса калаçрăмăр, Н.И.Ашмарин словарĕпе тимлĕн усă куртăмăр, тĕрлĕрен документсемпе паллашрăмăр. Манăн вĕсене питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Кун пек ĕç пирĕн таврара халиччен пулман-ха. Ялсемпе урамсем мĕнле пулса кайни çинчен «Краткая энциклопедия Красночетайского края» кĕнекере тупса вулама пулать. Ку кĕнекере Атнар ял тăрăхĕн топонимики çинчен сахалтарах çырнă темелле.  Пĕтĕмпе ĕçре çак пайсене пăхса тухнă: антропонимика (ят тата хушамат), ойконимсем (ял, урам, кас ячĕсем), агронимсем (уй, çырма, çаран ячĕсем), гидронимсем (юхан шыв, пĕве, кÿлĕ, çăлкуç ячĕсем), оронимсем (сăрт-ту ячĕсем), дромонимсем (çул, сукмак ячĕсем), дримонимсем (вăрман, раща ячĕсем).                

Тăван ял кун-çулне пĕлме тăрăшмаллах. Ял çыннин тăван ялĕ умĕнчи тивĕçĕ пек туйăнать мана çакă. Çул çÿреве тухиччен малтан мĕнле вырăнсене çитсе килессине карттă тăрăх палăртатпăр, истори докуменчĕсемпе паллаштаратпăр. Çакăн пек çул çÿревсем пире хамăр тăрăхри ял, çырма, вăрман, уй-хир историне аванрах пĕлме пулăшаççĕ.

Атнар ял администрацине пĕтĕмпе 10 ял кĕрет: Атнар (Атнары), Трабай (Тарабаи), Урикасси (Сосново), Туканаш (Тоганаши), Çĕнĕ Туканаш (Шорово), Çĕн Урикасси (Липовка), Сурăм (Сормово), Ут тапăр (Берёзовка), Кишлĕ (Кишля), Хĕрлĕ Çыр (Красный Яр). Вĕсем пурте хитре вырăнсенче вырнаçă. Кашни ял хăйĕн хитрелĕхĕпе, хăйнеевĕрлĕхĕпе, çырми-çатрипе, юхан шывĕпе, сăрт-тăвĕпе, кÿллипе, сукмакĕпе, ращипе, ячĕпе, хушамачĕпе пуян.

Чăвашсем чи малтанах вăрманлă çĕрсене куçса килнине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. Вĕсем вăрман каснă, тымарĕсене кăкланă, тасатса тырă акса тума çĕр хатĕрленĕ. Ун пек уйсене хăртнă уйсем тенĕ. Çавăн пек уйсем Атнар тăрăхĕнче те пур. Тĕслĕхрен, Хорамалăх урамĕ. Малтанах унта хурама йывăççисем çитĕннĕ. Шорлăх – шурлă вырăна çынсем усă курма типĕтнĕ, канавсем уçса янă, торф та кăларнă.

  Хăш-пĕр топонимикăсем хăйсемех хăйсен тупсăмĕсене уçса параççĕ: çын, ял, куçса килнĕ çын ячĕсенчен, вырăс чĕлхи урлă чăвашсем хăйсем ăнланнă пек калама пуçланинчен. Çырма тарăнăшне, сарлакăшне, евĕрлĕхне, мĕн ÿснине кура ят панă: Çиртлĕх (Çирĕклĕх) – çак çырма-çатраллă вырăнта çирĕк-ольха, йăмра-ветла, çÿçе-ива çитĕннĕ. Кишĕр кукри – малтанах çак вырăнта колхоз кишĕр лартса ÿстернĕ. Кайран çынсем пÿртсем лартма пуçланă. Çĕнĕ урам – ытти урамсенчен темĕн чуль кайран пуçланнă. Çĕр валеçме пуçласан халăх çак вырăнта кил-çурт лартма пуçланă. Чашка кукри – пысăках мар урам, çак урамра Чашкин

 

-3-

хушаматлă çемье чи малтан пурăнма пуçланă. Чорак – чи малтанах çакăнта Чурак Семёнов ятлă çын килсе ларнă имĕш. Унăн çаранĕсем Айхал юхан шыв хĕррипе пулнă, кайран пÿртсем  лартса çынсем пурăнма пуçланă. Атнар лопашки – çурхи шыв юхнипе тÿрем вырăн çырмаланса кайнă. Çак тарăн мар çырма тăрăх çынсем тÿреммĕн Атнар ялне çÿренĕ. Ытларах Урикасси ялĕнче пурăнакан çынсем çак ятпа калаççĕ. Вар пуç – ĕлĕк çак çырма питĕ тарăн пулнă, хĕр арăмсем кĕпе-йĕм çума аннă, шывĕ питĕ тăрă пулнă. Халĕ Вар пуçламăшĕ тарăнах мар, тăсăлса пынăçем тарăнланса пырать. Енкĕлт çырми – Урикасси тата Туканаш çыннисене çак çырма Енкĕлт ялне çитернĕ, унтан вĕсем пасара кайнă. Енкĕлт çыннисем çак çырманах Урикасси çырми теççĕ. Ехрем çаранĕ (Ехремово поляна) – вырăнĕ Хĕрлĕ Çыр (Красный Яр) çывăхĕнче вырнаçнă. Паллă Эхрем хуçа çĕрĕ пулнă. Унăн икĕ ывăлĕ çак çĕре тытса тăнă. Совет влаçĕ туса хурсан çĕр Горький облаçĕнчи çынсен тата Уйпуç ялĕн хресченĕсен аллине куçать. Тăмакка – «ливень» сăмахран, малтан тÿрĕ вырăн пулнă, вăйлă çумăр çусан çырма пулса кайнă. (Çак сăмах пĕлтерĕшне Н.И.Ашмарин словарĕнче тупса палăртнă). Тополь ращи – Айхал юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Тополь (тирек) йывăççисем ÿсеççĕ. Тотар çырми – хĕллехи вăхăтра пĕр тутар чăваш ялĕсем тăрăх тирсем пуçтарса çÿренĕ. Çак çырма урлă каçмалла пулнă, çанталăкĕ питĕ сивĕ тăнă.  Каç пулса кайнипе питĕ хытă шăннă лаши вĕçтерсе кăна пынă, сулнăкра астумасăр эрех ĕçкеленĕ тутарĕ ÿксе юлнă. Вырăнне лайăх пĕлменнипе çĕтсе кайнă та çĕрле шăнса вилнĕ. Тутар виллине çуркунне кăна тупнă. Катник – туллă, çÿллĕ вырăн. Ачасем катаччи ярăннă. 18 ĕмĕр пуçламăшĕнче çак вырăнтан юман йывăççисене Пётр 1 хушнипе илсе кайнă. Çулĕ якалса кайнă пирки ярăнса аннă. «Кататься» сăмахран çапла «катник» ят пулса кайнă.

  Çулсемпе сукмаксене те ят памасăр хăварман: Уçка сукмакĕ – Уçка çак сукмакпа хăйĕн утарне çÿренĕ.Çынсем те çак сукмакпа çÿреме пуçланă. Наталок сукмакĕ – Наталок ятлă хĕрарăм çырмаран çуллахи вăхăтра утă пуçтарса килнĕ. Кашнинчех пĕр çулпа утнă, çавăнпа ун ячĕпе Наталок сукмакĕ тесе ят панă. Пасар çулĕ – Туканаш тата Урикасси çыннисем çак çулпа пасара çÿренĕ. Енкĕлт ялĕ çумĕпе иртсе çÿренĕ. Халĕ ку çул сыхланса юлман, çынсем транспортпа çÿреме пуçланă.

 

-4-

Ойконимсем (ял, урам, кас ячĕсем):

 

Капкас – икĕ сăмахран пулнă «капăр + кас» - илемлĕ урам.

Кишĕр кокри – малтанах çак вырăнта колхоз кишĕр лартса ÿстернĕ. Кайран çынсем пÿртсем лартма пуçланă.

Корак кокри – авалтанпах йăмрасем нумай лартнă ку урамра, çавăнпа та кураксем питĕ нумай йăва çавăрнă.

Мăн кас – пысăк кас, темиçе урамран тăрать: Пан çучĕ, Корак кокри, Хыçалти орам, Мăн орам, Чашка кокри (Урлă урам), Упа çырми.

 

Митенкĕ – карап валли юмансем хатĕрленĕ çĕртре тутарсем ĕçленĕ. Вĕсем хальхи Митенкĕ урамĕнче пурăннă. Вĕсене малтанласа ĕçленĕшĕн укçа паман. Укçа пама пуçласан тутарсем «мэ тенге» - на деньга тенĕ, укçи пăхăртан пулнă (медяк), çапла чăвашсем тĕрĕс калайман пирки митенкĕ тенĕ.

 

Нахутор – ял урамĕнчен айккинелле пăрăнса кĕнĕ. Çак вăл Столыпин аграрлă реформинче пулса иртнĕ. «На хутор» тенинчен пуçланса кайнă.

Пан çÿч Çак касра куçса килнĕ пан пурăннă тет.

 

Пĕчĕк кас – чи малтанах пĕчĕк урам пулнă, темиçе килтен кăна тăнă, халĕ пысăкланса кайнă, анчах та ячĕ çавах юлнă.

Çĕнĕ урам – ытти урамсенчен темĕн чуль кайран пуçланнă. Çĕр валеçме пуçласан халăх çак вырăнта кил-çурт лартма пуçланă.

 

Çимĕк касси – Çимек ятлă çын пурăннă.

 

Упа кас – тахçан ĕлĕк-авал кунта упа шăтăкра пурăннă теççĕ ваттисем. Кайран çак урама çынсем куçса килнĕ тет. Упи вара вăрмана тарнă тет.

 

Хапăс кокри – чи ватă урам. Вăрмар районĕнчи Хапăс ятлă ялтан куçса килнĕ пĕр пуян çын куçса килнĕ тет. Кăмăлĕпе питĕ ырă пулнă иккен çак çын, питĕ нумай выльăх-чĕрлĕх тытнă. Вилес умĕн ырă чунлă пуян пĕтĕм пурлăхне Иванов хушаматлă тарçине парса хăварнă. Паянхи куна та çак урамра Иванов хушаматлă çемьесем чылай (вун пĕр).Хăш район паллă мар. Çынни питĕ пуян пулнă тет.

Хурамалăх – хурама йывăççи ячĕпе. Пугачёв восстанийĕ вăхăтĕнче чиркÿре ĕçлекенсене çакса вĕлернĕ.

Хыçалти урам – ялăн чи катари урамĕ. Вăл урам вăрман çумĕнчех вырнаçнă.

 

Чашка кокри – пысăках мар урам, çак урамра Чашкин хушаматлă çемье чи малтан пурăнма пуçланă.

Чорак – Чи малтанах çакăнта Чурак Семёнов ятлă çын килсе ларнă. Унăн çаранĕсем Айхал юхан шыв хĕррипе пулнă, кайран пÿртсем те лартса çынсем пурăнма пуçланă.

 

-5-

Агронимсем (уй,çырма, çаран ячĕсем):

 

 

   Алтнă пыр – çынсем малтан алтнă çак вырăна, çырми питĕ тарăн пулнă, пыра аса илтернĕ.

   Акăшни ĕлĕк-авалах çак вырăнта питĕ нумай акăшсем пурăннă. Шывĕ те тăп-тăрă пулнă. Пурăна киле çынсем çак шыв тĕрлĕ ăпăр-тапăр пăрахма пуçланă. Шывĕ тасамарланса кайнă, акăшсем те курăнми пулнă.

   Атнар лопашки – Çурхи шыв юхнипе тÿрем вырăн çырмаланса кайнă. Çак тарăн мар çырма тăрăх çынсем тÿреммĕн Атнар ялне çÿренĕ. Ытларах Урикасси ялĕнче пурăнакан çынсем.

   Вар пуç – Ĕлĕк çак çырма питĕ тарăн пулнă, хĕрарăмсем кĕпе-йĕм çума аннă, шывĕ питĕ тăрă пулнă. Вар пуçламăшĕ тарăнах мар, тăсăлса пынăçем тарăнланса пырать. 

   Енкĕлт çырми – Урикасси çыннисене çак çырма Енкĕлт ялне çитернĕ, унтан вĕсем пасара кайнă. Енкĕлт çыннисем çак çырманах Урикасси çырми теççĕ.

   Ехрем çаранĕ (Ехремово поляна) – Вырăнĕ Хĕрлĕ Çыр (Красный Яр) çывăхĕнче вырнаçнă. Паллă Эхрем хуçа çĕрĕ пулнă. Унăн икĕ ывăлĕ çак çĕре тытса тăнă. Совет влаçĕ туса хурсан çĕр Горький облаçĕнчи çынсен тата Уйпуç ялĕн хресченĕсен аллине куçать. Питĕ пысăк калăпăшлă вырăн йышăннă. Халĕ унта çынсем утă çулса илеççĕ.

 

   Киремет – Пĕр 20-25 çул каялла пысăк мар раççа пулнă. Тĕрлĕ йывăç çитĕннĕ кунта. Пĕррехинче питĕ вăйлă çил-тăвăл тухать, çакăнти йывăçсене пурне те кăкласа пĕтерет. Икĕ йывăç кăна тăрса юлнă. Паянхи кун пĕр çăка кăна ÿсет. Çырми хăйĕн ятне çухатман. Çынсем çав çырмаран хăраççĕ, усал-тĕсел пур теççĕ.

   Киремет çырми – пĕр йывăç ÿснĕ, унта çынсем ĕлĕкхи йăлапа чÿк ирттернĕ, хăшĕсем кĕл тунă, япăх ĕçпе те аппаланнă (тухатлатса укçа, пуканесем тата ыттисене те пăрахнă). Çак япаласене кам тытать, çав çын чирлеме пултарать е вилсе те каять.

 

   Мăн çырма – чи тарăн çырма. Çĕр çырма çуркуннехи шыв çисе кайнипе пулнă. Çуркунне те çырма шывпа тулать. Çырми тарăнлансах пырать.

   Митри çырми – Чи малтанах çак вырăнта Митри ятлă çын пурăннă тет. Халĕ çырми пит тарăнланса кайнă .

   Наталок çырми – Çак çырмара Наталок ятлă çын (ÿсĕрскер) шăнса вилнĕ.

   Нукаçăм – Хĕрлĕ Çыр ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Кÿлĕ ячĕ. Çынсем тĕлĕнсе «Ну, каçăм»- тенĕ, çавăнтан пуçланса кайнă.

   Орпа ăшни(Шнешне) – орпа-ячмень, поляна- ĕшне. Çак вырăнта урпа пит ăнса пулă.

 

 

-6-

    Почта çырми – почта айккинче вырнаçнă. Çырма пуçламăшĕ çавăнтан пуçланать.

   Симер кÿлли – Сим, сим пыл – пылтан тунă квас. Питĕ тутлă, анчах та çын урисене тытса чараймасть. Ер – эрех.

   Çĕр çăтнă –çĕр çăтни пирки вĕсем, акă, мĕнле каласа параçĕ: «Ĕлĕк-авал çак вырăнта çичĕ кил пурăннă. Кашни килтех  хирте çынсем пулнă имĕш. Турă каланине итлемесĕр тăванпа тăван çемье çавăрса пурăнма тытăннă. Хăйсен илемне ытараймасăр туйра çапла каласа ташланă тет: « Хамăр чипере çынна памастпăр, çын усалне йышăнмастпăр». Çĕр çак намăса чăтаймасăр путса анса кайнă тет. Çакăн хыççăн темиçе кун çер айĕнче автан авăтни илтĕнсе тăнă тет. Халĕ те пулин çĕрле кунта пĕччен çÿреме хăрушă тет. Çур çĕр çитнĕ чух хĕр арăмсем туй юрри шăрантараççĕ имĕш. Е пĕр-пĕр мĕлке темĕн шыраса çÿрет тет. Ирхине кайса пăхсан нимĕнле йĕр те курма май çук. Ваттисем каланă тăрăх, ял пуçланса кайиччен унта хыр вăрманĕ кашласа ларнă, мĕншĕн тесен çуркунне Çĕр çăтни тĕлĕнчен хыр тураттисем юхкаласа аннисем те пулкаланă.

   Çиртлĕх (Çирĕклĕх) – çак çырма-çатраллă вырăнта çирĕк-ольха, йăмра-ветла, çÿçе-ива çитĕннĕ. Йывăçсем хушшипе Урю шывĕ юхса выртать. Ĕлĕк-авал шывĕ питĕ тăрă пулнă. Ял хĕр арăмĕсем шуратнă пирсене тата кĕпе-йĕмсене анса чÿхенĕ.Шыв хĕррипе çăл куçĕ те пулнă, çынсем ăна тасаласах тăнă. Халĕ утă çулмаççĕ те унта, çавăнпа та пулĕ шывне те пăхса тăмаççĕ иккен.

   Тăмакка – «ливень» сăмахран, малтан тÿрĕ вырăн пулнă, вăйлă çумăр çусан çырма пулса кайнă.

   Тип Урю – Урю шывĕн пĕр юппи. Шăрăх çанталăкра вăл типсе ларнă, çавăнпа Тип Урю теме пуçланă.

   Токмак шăтăк (кашкăр çырми)– Çак çырмара ĕлĕк-авал çынсем тукмак ( кашкăр) тытма капкăнсем лартнă. Тукмакĕсем вара питĕ нумай пулнă тет.

   Тотар çырми – Хĕллехи вăхăтра пĕр тутар чăваш ялĕсем тăрăх тирсем пуçтарса çÿренĕ. Çак çырма урлă каçмалла пулнă, çанталăкĕ питĕ сивĕ тăнă.  Каç пулса кайнипе питĕ хытă шăннă лаши вĕçтерсе кăна пынă, сулнăкра астумасăр эрех ĕçкеленĕ тутарĕ ÿксе юлнă. Вырăнне лайăх пĕлменнипе çĕтсе кайнă та çĕрле шăнса вилнĕ. Тутар виллине çуркунне кăна тупнă.

   Улмуççи çырми – кунта самай малтан панулми пахчи пулнă. Халĕ кунта пĕр улмуççи йывăççи çеç ÿсет.

   Урхунти çырми – тĕрлĕ çăл куçлă вырăнтан пуçланса кайнă, темиçе çăл куç пулнă. Халĕ кунта юхан шыв вăрмантан юхса тухать.

   Хорăн çырми – Ĕлĕк-авал çак вырăнта хурăнсем çитĕннĕ.

   Чавал çырми – Урикасси çыннисем çак çырма тăрăх Акатуй уявне çуран кайнă. Уявĕ Чавал ятлă çырмара вырнаçнă.

 

 

 

 

-7-

   Шор çырми – Урикасси çывăхĕнче вырнаçнă. Çакăнта çынсем путса вилнисем те пулнă тет. Халĕ те çак вырăнтан иртсе кайнă чухне çĕр сÿтĕм пек чĕтренсе тăрать, халь-халь çăтса ярас пек. Халĕ хăрама кирлех мар, мĕншĕн тесен Урю шывĕ нÿрĕклĕхе туртса илнĕ.

   Шорлăх – шурлăхлă çĕр, нумай тĕлте шурлăха ана тунă. Çак вырăнта торф кăларнă.

Энтри ăшни – Çак çырмара Энтри ятлă çын  утă çулса пурăннă тет. Хăй те çавăнтах пурăннă.

 

 

 

Оронимсем (тăвайккисен, сăртсен ячĕсем):

 

   Катник – Туллă, çÿллĕ вырăн. Ачасем катаччи ярăннă.18 ĕмĕр пуçламăшĕнче çак вырăнтан юман йывăççисене Пётр 1 хушнипе илсе кайнă. Çулĕ якалса кайнă пирки ярăнса аннă. Çапла «катник» ят пулса кайнă.

   Малаххи (Малахпи) – «Малти пике» сăмах майлашăвĕнчен пулса кайнă. Çÿллĕ вырăн пулнă май чылай тавралăх курăннă. Хамăр тăрăхри кăна мар, Сăр вăрманĕсем, Чул хула облаçĕн Пильна районĕн хăш-пĕр вырăнĕсем курăннă.

 

-8-

Гидронимсем (юхан шыв, пĕве, кÿлĕ, çăлкуç ячĕсем):

 

   Айхал – Малиновка ялĕ çывăхĕнчен хăйĕн юхăмне пуçлать. Ишекасси(Ишекеи), Урикасси (Сосново), Çĕн ял (Шорово),Атнар, Çĕн Урикасси (Вторая Липовка), Сурăм (Сормово) ялĕсем çывăхĕнчен юхса иртет. Унтан уй-хирсем, вăрмансем урлă Сăра (Сура) юхса кĕрет. Тăршĕ – 27 çухрăм.

   Арман пĕви – Туканаш ялĕнче вырнаçнă çак пĕве. Пĕви арман çывăхĕнче пулнипе çапла ят панă.

   Волчи – кашкăр кÿлли. Хĕрлĕ Çыр ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Питĕ тарăн.

   Ик юп – Кневеш тата Айхал юхан шывĕсем пĕрлешнĕ вырăн. Сарăлса ан кайтăр тесе тамба тунă.

 

   Кĕневеш (Кневешка) – Айхал шывĕ сулахай еннелле пайланса кайнă юпĕ.

   Колхоз пĕви – çак пĕвене тахçан çынсем алăпа чакаланă, тарăн пулнă, анчах пурăна киле никам та пăхман. Пĕве пылчăкпа тулма пуçланă. Халĕ пĕчĕк лупашка кăна тăрса юлнă. 

   Лесничество пĕви – лесничество çывăхĕнче вырнаçнă. Çак пĕвере çынсем çăкана вистесе, хуппине пĕвене хывнă, курăс хутнă тенĕ çакна. Исленсе çитсен мунчала тунă.

   Лисов пĕви – Çак пĕве Лисов хушаматлă çыннăн кил-çурчĕ çумĕнче пулнă.

   Парк пĕви 1 (Атнар) – парк хыçĕнче вырнаçнă çак пĕве.

   Парк пĕви 2 (Туканаш) – тĕрлĕ транспорт юсамалли çурт çумĕнче вырнаçнă пирки.

 

   Сад пĕви – улма-пахчи çывăхĕнче вырнаçнă. Чăвашсем вырăсла çакна «сад» тенĕ.

Çирки пĕви – Çирки ятлă çын хçын хăй тăрăшнипе пĕве алттарнă. Унта вăл пулăсем янă, пуллисем ерчесе кайнă. Халĕ пĕвене «Çирки пĕви» теççĕ.

 

   Уçăп пĕви – Уçăп ятлă çынсен анкартинче вырнаçнă.

    Шор çăлкуçĕ – шорлă вырăнта сыхланса юлнă.

    Ферма пĕви – ферма çывăхĕнче вырнаçнă пирки.

   Якку пĕви – Çак пĕвене Якку ятлă çын пуçарса янă.

  

-9-

Дромонимсен (çулсен, сукмаксен ячĕсем):

   Енкĕлт çулĕ – Урикасси ялĕн çыннисем тÿррĕн Енкĕлт ялне тата пасара çÿренĕ.

   Комплекс сокмакĕ – комплексра ĕçлекенсем тÿрремĕн сукмак хывнă.

   Наталок сокмакĕ – Наталок ятлă хĕр арăм çырмаран çуллахи вăхăтра утă пуçтарса килнĕ. Кашнинчех пĕр çулпа утнă, çавăнпа ун ячĕпе Наталок сукмакĕ тесе ят панă.

   Пасар çулĕ – Туканаш тата Урикасси çыннисем çак çулпа пасара çÿренĕ. Енкĕлт ялĕ çумĕпе иртсе çÿренĕ. Халĕ ку çул сыхланса юлман, çынсем транспортпа çÿреме пуçланă.

   Уçка отарĕ – çак вырăнта Уçка ятлă çын хурт-хăмăр ерчетет. Юнашарах вăл йывăçсем те лартнă. Хăшĕсем Уçка вăрманĕ теççĕ.

   Уçка сокмакĕ – Уçка çак сукмакпа хăйĕн утарне çÿренĕ.

 

Дримонимсем (вăрмансен, ращасен ячĕсем):

   Тополь ращи – Айхал юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Тополь (тирек) йывăççисем ÿсеççĕ.

   Хурăн ращи – Атнар почти хыçĕнче вырнаçнă. Хурăнсем çитĕнеççĕ.

   Хыр вăрманĕ – икĕ вырăнта вырнаçнă. Пĕри – Атнар ялĕ çывăхĕнчи аслă çул юпленнĕ çĕртре, тепри – колхоз паркĕ хыçĕнче.

   Чăрăшлăх – Ку чăрăшсене Атнар шкулĕнче вĕренекен ачасем лартнă. Вырăнĕ Атнар ялĕнчи колхоз столовойĕ çывăхĕнче ÿсет.

 

 

-10-

Антропонимика (ят тата хушамат)

 

Ялта пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ, ятпа чĕнеççĕ. Анчах та чылай чухне ашшĕ, амăшĕ ячĕпе е хушаматпа та чăвашлатса чĕнни пур. Çакна аяларах асăннă тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пама пулать: Ятран –  Ерми Яшки, Иккандр Генни, Йоççăх Колли, Кирок Митти,  Коçка Петти, Куçук Ванькки, Лёска Санькки, Окçина Миккол, Прошка Колли, Плак Санькки, Хветюç Вовви, Хевроç Ленни. Хушаматран –  Бардас Петти (Бардасов), Ершок карчăкки (Ершов),  Качака Волоч (Козлов)  Мороз Юркки (Морозов), Чашка Ванькки (Чашкин), Кăлпасси Мари (Колбасов), Живой Зойкки (Живов), Мадак Петĕр (Мадайкин). Хăш-пĕр ята темиçе тĕрлĕ каланине те асăрхама пулать. Тĕслĕхрен: Ваççок, Валюç, Ваçи, Ваçка, Ваççа – Василий; Ванюш, Ванюççа, Йăвак, Йăван, Юмак – Иван; Анякка, Унтюк, Унька – Андрей; Илёк, Илле, Илюш – Илья; Анюç, Анькка – Анна; Карля, Карёкка – Гаврил;  Кĕтери, Кĕтти – Екатерина.

   Ачашласа чĕннĕ ятсене те асăрхама пулать: Кĕтти –Екатерина, Коçка –Константин,  Крыççа- Григорий, Куçук – Кузьма, Лёска –Лев, Лиси- Елизавета, Лявок – Леонтий, Микиç- Никифор, Митрюха –Дмитрий, Миçа – Михаил, Патёк – Петя,  Плак –Пелагия, Çирок –Сергей,  Томçа –Антонина, Уçтук – Устинья, Юмак –Иван.

 Çынна тата ăçта ĕçленипе те чĕннĕ: Калак Колли-фермăра тислĕке калакпа хырнă. Лапкаç Мари – лавккара ĕçленĕ. Таз Çимон – ашшĕ çынсенне кил-çурт тăррисене таз витсе çÿренĕ. Шăпи Валли – шăпа яма юратнă.

     Хушаматсем тĕрлĕ мелпе пулса кайнине те çирĕплетме пулать.

v  чĕр чун ячĕсенчен: Бобров– хăнтăр, Волков– кашкăр, Воронов– çăхан, Глухов– карăк, Гусев– хур, Жуков –нăрă, Журавлев– тăрна, Зайцев– мулкач, Индейкин– кăркка, Козлов– качака, Кораков –курак, Кошкин– кушак, Кротов– каюра, Куропаткин– хир чăххи, Лисов– тилĕ, Муравьев –кăткă, Мухаров– шăна, Орлов– ăмăрт кайăк, Перепёлкин– путене, Петухов– автан, Судаков– шăла, Шапаев– шапа.

v  тĕсрен: Белов, Беляков, Краснов, Серин, Чернов;

v  нацирен (халăх): Башкиров, Поляков,Татаров, Хохлов;

v  ÿсен- тăран ячĕсенчен: Юманкин, Арбузов;

v  алă-ĕçĕпе çыхăннинчен: Железнов, Колесников, Кольцов, Кузнецов,

            Лаптев, Лепешкин,Сапожников, Чашкин;

v  паллă ячĕсенчен: Богатнаев, Долгов, Живов, Мокров, Новиков,

      Строгонов, Толстов, Юрков;

v  званисемпе чинсенчен: Баринов, Капитонов, Князев, Майоров, Солдаткин, Комиссаров;

v  çын ячĕсенчен: Абрамов, Андреев, Артемьев, Афанасьев, Васильев, Григорьев, Денисов, Ефимов, Захаров, Илларионов, Лаврентьев, Максимов, Никифоров, Родионов, Тимофеев, Фёдоров, Яковлев; 

 

 

-11-

 

 

v  тĕрлĕ ушкăна кĕрекеннисем: Громов, Жигулев, Махоркин, Мыльников,

Огоньков, Смалайкин, Черепанов, Шутеев;

v  паллă мар: Батаев, Ешмейкин, Жерженов, Ильгеев, Кагункин, Мигушкин, Сякаев, Терушкин, Шалтыков, Ялуков, Яндуткин, Ярдушкин.

  Çав вăхăтрах хăшĕсене палăртма йывăртарах, иккеленÿ тухса тăрать. Тĕслĕхрен, Хураськин- хур (чĕр чун), хура (тĕс); Ягодейкин – ягода (çырла), яг (чĕр чун), Лобанов - лоб.

 

-12-

 

Хыç сăмах

 

Топонимсем халăх ăс-тăнĕнче, чĕлхере питĕ çирĕп тытăнса тăраççĕ. Хăш-пĕр чухне тĕрлĕ сăлтавсене пула географии объекчĕ çухалсан та, унăн ячĕ чылайччен сыхланса юлма пултарать. Акă пирĕн тăрăхри Акăшни текен вырăн пур. Шурсухалсем каланă тăрăх тахçан-тахçан çав вырăнта акăшсем пурăннă тет иккен. Халĕ кунта акăшсене курма май çук.

Тахçан пулса иртнĕ ĕç-пуçа мифологиллесе ытарлăн халăх ăсне хывса хăварни çуралса ÿснĕ тăрăха асамлăх кÿрет, Тăван çĕр-шыв текен ăнланăвăн пĕр пайĕ пулса тăрать. Ял юмах-халапĕсемсĕр чăваш пурнăçĕ тата та чухăн пулĕччĕ.

Атнар ялĕ тăрăхĕнчи топонимсем ытларах çын ячĕсемпе çыхăннă. Ытти çĕрти пекех кунта та халăх пурнăçĕ, обществори улшăнусем, тĕрлĕ событисем топонимикăра сăнланаççĕ.

Топонимика çĕнелсе, улшăнса пырать. Çынсен кашни ăрăвĕ унта мĕн те пулин çĕннине хушать, хăш-пĕри манăçа юлать. Топонимсене тишкерни пире хамăр халăх историне пĕлме пулăшать.Çавăнпа та çак ĕçе малалла тишкермеллех, хут çине çырса хăвармалла.


-13-

 

 

Усă курнă литература:

 

 

2.      Н.И.Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен словарĕ. 1-17 том. Шупашкар, 1994-2000ç.ç.

3.      М.И.Скворцов. Чăвашла-вырăсла словарь. Москва, 1985.

4.      Краткая чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2001.

5.      Краткая  энциклопедия Красночетайского края. Чебоксары, 2004.

6.      И.Я.Данилов. Красночетайский край. 1 часть. Чебоксары, 1997.

7.      И.Я.Данилов. Красночетайский край. 2 часть. Чебоксары, 2002.

8.      Халăх шкулĕ. 2004 çул, 3 №, 79 стр.

 

 

 

-14-

 

 

 

Ăнлантару словарĕ (антропонимика пайĕн)

 

Ятсемпе хушаматсем:

А

Анюç Толли – амăш ячĕпе – Анна

Анькка  Ольги – амăш ячĕпе – Анна 

Анякка Галли – ашшĕ ячĕпе – Андрей

Арçенти Славикĕ – ашшĕ ячĕпе – Арсентий

Б

Батай Сашши – хушамат Батаев   

Бардас Петти – хушамат Бардасов

В

Ваççок Валерки – ашшĕ ячĕпе – Василий

Валюç Римми – ашшĕ ячĕпе – Василий

Ванюш Валли – ашшĕ ячĕпе – Иван 

Варок Генни – амăш ячĕпе – Варвара 

Ваçи Галли – ашшĕ ячĕпе – Василий

Валя Колли – амăш ячĕпе - Валентина

Ваçка Колли – ашшĕ ячĕпе – Василий

Ванюççа Вовви – ашшĕ ячĕпе –Иван                                    

Е

Ерми Яшки – ашшĕ ячĕпе – Ермей

Ершок карчăкки – хушамат Ершов

Ехрем Колли -  ашшĕ ячĕ – Ефрем

Елдак мăнак – Евдокия

Ж

Живой Зойкки – хушамат Живов    

Сахар Ваçли – ашшĕ ячĕпе – Захар

И

Иккандр Генни – ашшĕ ячĕпе – Никандр

Илёк Петти – ашшĕ ячĕпе – Илья

Илле Волоч – ашшĕ ячĕпе – Илья             

Й

Йăвак Колли – ашшĕ ячĕпе – Иван   

Йăван Санькки – ашшĕ ячĕ – Иван 

Йевлен Колли – амăш ячĕпе – Елена

Йоççăх Колли – ашшĕ ячĕпе – Иосиф

К

Караçăм Миккол – ашшĕ ячĕпе – Герасим

Карля Ольги – ашшĕ ячĕпе – Гаврил     

Карёкка Ритти – ашшĕ ячĕпе – Гаврил

Качака Волоч – хушамат Козлов 

Кăлпасси Мари – хушамат Колбасов    

Кĕркори Генни - ашшĕ ячĕпе – Григорий    

Кĕтери Ваçли – амăш ячĕпе – Екатерина

Кĕтти Ленни – амăш ячĕпе – Екатерина

Кирок Митти – ашшĕ ячĕпе – Кирилл  

Коçка Петти – ашшĕ ячĕпе - Константин

Крахвина Нинни – амăш ячĕпе – Агрепина

Крёк Волоч – ашшĕ ячĕпе – Григорий

Крыççа Колли – ашшĕ ячĕпе – Григорий

Кулина Петти – амăш ячĕпе – Акулина

Кулюк Санькки – амăш ячĕпе – Акулина

Куçак Ванькки – ашшĕ ячĕ – Кузьма

Куçук Ванькки – ашшĕ ячĕ – Кузьма

Л

Лазăр Ваньки –ашшĕ ячĕпе – Лазр

Лăриван Праски – ашшĕ ячĕпе – Илларион

Левенти Саши – ашшĕ ячĕпе – Лаврентий

Лександр Санькки – ашшĕ ячĕпе – Александр

Лёска Санькки – ашшĕ ячĕпе – Лев

Липат Унтюк – ашшĕ ячĕ – Ипат

Лиси Вихтăр – амăш ячĕпе – Елизавета

Лукари Петти – амăш ячĕпе – Лукерия 

Ляванти Петти – ашшĕ ячĕпе – Лаврентий

Лявок Алтатти – ашшĕ ячĕпе – Леонтий 

М

Мадак Петĕр – хушамат Мадайкин

Макçăм Ванькки – ашшĕ ячĕпе – Максим

Малян Галли – амăш ячĕпе – Мелания

Мари Юркки – амăш ячĕпе – Мария

Мархи Сашши – амăш ячĕпе – Марфа

Матёк Генни  – амăш ячĕпе – Матрёна 

Матрён Гури– амăш ячĕпе – Матрёна

Матти Саши – ашшĕ ячĕпе – Матвей

Митри Митти  – ашшĕ ячĕпе – Дмитрий

Меккен Кольки – ашшĕ ячĕпе – Николай

Микиç Светти – ашшĕ ячĕпе – Никифор

Микитта Рози – ашшĕ ячĕпе – Никита

Миçа Мишки – ашшĕ ячĕпе – Михаил

Митёка Миккол – ашшĕ ячĕпе – Дмитрий

Митрюха Кĕркори – ашшĕ ячĕпе – Дмитрий   

Миттёк Вовви – ашшĕ ячĕпе – Дмитрий

Митюш Юркки – ашшĕ ячĕпе – Дмитрий

Мороз Юркки – хушамат Морозов

Н

Назар Генни– ашшĕ ячĕпе – Назар

Натал Люççи – амăш ячĕпе – Наталья 

О

Окçина Миккол – амăш ячĕпе – Ксения 

Оляк Саши – ашшĕ ячĕпе –   Владимир

Ортям Колли – ашшĕ ячĕпе – Артемий

Окак Ваççи – амăш ячĕпе – Агапия

П

Палёк Петти – ашшĕ ячĕпе – Павел

Пантёк Генни – ашшĕ ячĕпе – Пантелемон

Паçок Зойки – амăш ячĕпе  - Перасковья 

Патёк Валли – ашшĕ ячĕпе – Петя    

Пете Ваньки – ашшĕ ячĕпе – Петя

Петĕркке Геннади – ашшĕ ячĕпе – Петр

Петтăр Петти – ашшĕ ячĕпе – Пётр

Плак Санькки – амăш ячĕпе – Пелагия 

Плаки Зойкки – амăш ячĕпе – Пелагия

Поппов Зойкки – хушамат Попов

Прошка Колли – ашшĕ ячĕпе – Прокопий

Р

Раман Митти – ашшĕ ячĕпе – Раман

С

Сăвани Яшки – амăш ячĕпе – Софья

Снафон Михал – ашшĕ ячĕпе – Ксенофонт

Сахар Ваçли – ашшĕ ячĕпе –  Захар

Ç

Çăмокка Мари – ашшĕ ячĕпе – Семён

Çăраххим Валли – амăш ячĕпе – Серафима

Çемок Андрейкки – ашшĕ ячĕ – Семён

Çимек Михаль – ашшĕ ячĕ – Семён

Çимон Валли – ашшĕ ячĕпе – Семён

Çирки Саньки – ашшĕ ячĕпе – Сергей

Çирок Волоч – ашшĕ ячĕпе – Семён

Çтуппан Анни – ашшĕ ячĕпе – Степан

Т

Тарас Коçти – ашшĕ ячĕпе – Тарас

Теруш Колли – хушамат Терушкин   

Токмак Ваççи – хушамат –  Волков

Томçа Светланни – амăш ячĕпе – Тонёк (Антонина)

Трахви Валли – ашшĕ ячĕпе – Трофим

У

Ультютти Çимон – амăш ячĕпе – Евдокия

Унтюк Вовви – ашшĕ ячĕпе – Андрей

Унька Колли – ашшĕ ячĕпе – Андрей

Уркка Ленни – амăш ячĕпе – Ирина

Уçка Валери – ашшĕ ячĕпе – Осип

Уçтук Ольги – амăш ячĕпе – Устинья 

Х

Хвати Мишки – ашшĕ ячĕпе – Фадей

Хветĕр Ванькки  - ашшĕ ячĕпе – Фёдор 

Хветюç Вовви – амăш ячĕпе – Федосия

Хветя Колли – ашшĕ ячĕпе – Федор

Хевроç Ленни – амăш ячĕпе – Ефросинья 

Хĕлĕп Коçти – ашшĕ ячĕпе – Филипп

Хрол Çимон – ашшĕ ячĕпе – Фрол

Ч

Чашка Ванькки – хушамат Чашкин

Ш

Шейков Васси – хушамат Шеюков 

Ю

Юмак Ваçли – ашшĕ ячĕпе – Иван

Я

Ярдушка Лизок – хушамат Ярдушкин

 

Тĕрлĕ майпа çапла чĕннĕ:

 

Ай-ай Лизок – кашнинчех ай-ай теме юратнă.

Атте Волоч – ашшĕне таврара хисеплесе пурте «атте» тесе каланă.

Вырăс Юркки – ашшĕ салтакран килсен вырăсла калаçса çÿренĕ.

Калак Толли – фермăра тислĕке калакпа хырнă.

Катямпи Ольги – учитель шкулта нимĕн те шарламасăр тăнăран: «Сана ана çине кайса катямпи вырăнне тăратмалла,» - тенĕ тет. Катямпи –вырăсла «чучело огородное».

Кăтра  Якку – çÿçĕ кăтра пулнă.

Кăшман Мари – пысăк калăпăшлă кăшман ани илсе юлнă, Удобрени сапнипе кăшманĕсем питĕ пысăк пулнă.

Кукша Якку – кукша пулнăран.

Лапкаç Мари – лавккара ĕçленĕ.

Матяк Паçок – çамарта сутнă. Матяк тесе пĕчĕк ачасем çăмартана каланă.

Мăн Йăван Якку – ялта чи пысăк çын пулнă.

Мăн Тимухха –  ялта чи пысăк çын пулнă.

Мăя Юрки – Хăйĕн ашшĕн пиччĕшне вырăсла лайăх пĕлменнипе «мой дядя» вырăне «мăя дядя» тенĕ.

Мăртас Петти – мордва чĕлхинчен, мăртас – вăйлă тенине пĕлтерет.

Пăрçа карчăк – пăрçапа юмăç янă.

Писарь Волоч – ашшĕ çырусем çырса панă.

Сар Миккол – çынни хура сăнлă пулнă, çынсем ăна кулса «сарă» тенĕ.

Солахай Гйорги – Сылтăм аллине ыраттарнă та сулахайĕпе ĕçлеме пуçланă.

Таз Çимон – ашшĕ çынсенне кил-çурт тăррисене таз витсе çÿренĕ.

Тилĕ Генни – хушамачĕ Лисов пулнă. Чăвашла «тилĕ».

Хора Еххим – хура сăнлă пулнăран.

Чакак Ванькки – Чакак пек янраса калаçнăшăн.

Чакак Галли – ялта кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсене сарса çÿренĕ. 

Чĕмми Мари – ашшĕ нимĕн те калаçман, хăюсăр пулнă. Чĕмсĕр сăмахран пуçланса кайнă.

Шăпи Валли – шăпа яма юратнă.

Шуç Кркори- суеçтернĕ сăмахран пулса кайнă, çынсене питĕ суйма юратнă.

Шу хĕрринчи Ваçли – кил-çурчĕ шыв хĕрринче вырнаçнă.

Шушшу Митти – ÿсĕр чухне çак арçын шу-шу тесе мăкăртатса çÿренĕ тет.

Шутеев – купăспа питĕ ăста каланă, çавăн хыççăн ăна шут теме тытăннă. Хушамачĕ Шутеев пулса тăнă.

 

Чĕр чун ячĕсенчен:

 

Беляков – беляк – мулкач

Бобров – бобр – хăнтăр

Волков – волк – кашкăр

Воронов – ворон – çăхан

Глухов – глухарь – карăк

Гусев – гусь – хур

Жуков – жук – нăрă

Журавлев – журавль – тăрна

Зайцев – заяц – мулкач

Индейкин – индюк – кăркка

Козлов – коза – качака

Кораков – грач – курак

Кошкин – кошка – кушак

Кротов – крот – каюра

Куропаткин – куропатка –

Лисов – лиса – тилĕ

Мальков – мальки – вĕтĕ шăна, вĕтĕ пулă

Муравьев – муравей – кăткă

Мухаров – муха – шăна

Орлов – орёл – ăмăрт кайăк

Перепёлкин – перепёлка – путене

Петухов – петух – автан

Сазанов – сазан – сазан

Сорокин – сорока – чакак

Судаков – судак – шăла

Шапаев – жаба – шапа

Тĕсе пĕлтерекен хушаматсем:

 

Белов – белый – шурă

Беляков – белый  - шурă

Краснов – красный – хĕрлĕ

Серин – серый –сăрă

Чернов –черный – хура

Шорников – шор - шурă

Çын ячĕсенчен:

 

Абрамов –Абрам                                               Андреев – Андрей

Анисимов – Анисим                                         Антипов – Антип

Артемьев – Артем                                             Афанасьев – Афанасий

Булаткин – Булат                                               Ванюков – Ваня

Ванягин – Ваня                                                  Васильев – Василий

Григорьев – Григорий                                       Данилов – Данил

Денисов – Денис                                                Дмитриев – Дмитрий

Емельянов – Емеля                                             Еремеев –Еремей

Ефимов – Ефим                                                   Ефремов –Ефрем

Захаров – Захар                                                   Иванов –Иван

Ивантаев – Иван                                                  Илларионов – Илларион

Ипатьев – Ипат                                                     Корнилов – Корнил

Кузьмин – Кузьма                                                Лаврентьев – Лаврентий

Макаров - Макар                                                   Максеев – Максим

Максимов – Максим                                             Марков – Марк

Матвеев – Матвей                                                 Миронов – Мирон

Митин – Митя (Дмитрий)                                     Михайлов – Михаил

Мокеев – Мокей                                                    Мураткин – Мурат

Назаров – Назар                                                     Наумов – Наум

Никитин – Никита                                                 Никифоров – Никифор

Николаев –Николай                                              Осипов – Осип

Парфёнов – Парфён                                              Петров – Петр

Родионов – Родион                                               Романов – Роман

Савельев – Савелий                                              Самсонов –Самсон

Семенов – Семён                                                  Сергеев – Сергей

Сёмушкин – Сёма                                                 Сидоров –Сидор

Спиридонов – Спиридон                                      Степанов – Степан

Тарасов – Тарас                                                     Тимофеев – Трофим 

Трофимов – Трофим                                             Трифонов –Трифон

Фёдоров – Федор                                                  Яковлев – Яков

 

Наци (халăх):

Башкиров – башкир

Поляков – поляк

Татаров – татар

Хохлов – хохол

 

Званисемпе чинсем:

 

Баринов – барин

Капитонов – капитан

Князев – князь

Майоров – майор

Солдаткин – солдат

Комиссаров – комиссар

 

Алă-ĕçĕпе çыхăннă:

Железнов – железо

Колесников – колесо

Кольцов – кольцо

Кузнецов – кузнец

Лаптев – лапти

Лепешкин – лепёшка

Сапожников – сапожник

Чашкин – чашка

 

Ÿсен тăран ячĕсем:

Юманкин – юман

Арбузов – арбуз

 

Паллă ячĕсем:

Богатнаев – богатый

Долгов – долгий

Живов – живой

Кагайкин – какай

Мокров – мокрый

Новиков – новый

Строгонов – строгий

Толстов – толстый

Юрков – юркий

 

 

Тĕрлĕ ушкăна кĕрекеннисем:

 

Громов – гром                                                 Жигулев – Жигули

Колбасов – колбаса                                         Махоркин– махорка

Мерзлайкин – мёрзнуть                                  Молотов – молот – молоток

Морозов – мороз                                              Мыльников – мыло

Наштыков – на штык                                      Огонькова – огонь

Попов – поп                                                     Смалайкин – смала

Смирнов – смирно                                          Храмов – храм

Чербаков – алтăр                                             Черепанов – черепаново

Чишкин – чишка                                              Чумурлаев – чăмăр

Ярабаеев – ярапа                                             Ярасов – яр

 

Паллă мар:

 

Абакумов                      Абаськин                                   Алейкин

Амбрашкин                   Бардасов                                    Батаев

Вазиков                          Ешмейкин                                Жерженов

Жиганов                         Зосимов                                    Игушкин

Ильгеев                          Кагункин                                   Кудюков

Лобанов                         Мадайкин                                  Мадебейкин

Мазиков                         Манейкин                                  Меркулов

Мигушкин                     Микишин                                  Михибиров

Михопаров                    Охтишкин                                 Пономарёв

Саверкин                       Самылкин                                 Самышкин

Седайкин                       Селянкин                                  Сякаев

Тибогайкин                    Тимаков                                    Терушкин

Туйманкин                     Фондеркин                                Хораськин

Хураськин                      Чумаков                                    Шалтыков

Шевченко                        Шепилев                                  Шинжаев

Шуськин                         Ягодейкин                                Ялуков

Яндуткин                         Янин                                        Ямброськин

Ярандайкин                     Ярдушкин                               Яруськин