И.Я. Яковлев – чăваш халăхĕн мухтавлă
ывăлĕ
17.04.2023
Автор:Ешмейкина
Л.А.
Йăлана кĕнĕ
йĕркепе шкулта ака уйăхĕнче чăваш чĕлхипе литература эрнине ирттеретпĕр. Кăçал
вăл ака уйăхĕн 17-25-мĕшĕсенче пулать. Пĕрремĕш кун 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем И.Я.Яковлева халалланă
«И.Я. Яковлев – чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ» çул çÿрев урокĕнче пулчĕç. Аслă
Вĕрентекенĕмĕр кун-çулĕпе тата
ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç.
Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентекен
Людмила Александровна Иван Яковлев чăваш халăхěшěн çěнě ěмěр алăкне
уçаканě, чăваш çырулăхне тăваканě пулнине, Чěмпěрти чăваш шкулне
вăл аллă çул ытла ертсе пынине, унтан вěренсе тухнă çынсем тăван халăх пурнăçне
аталантарас ěçре хăйсене тивěçлěн кăтартнине палăртрě.
Çавăн пекех урокра И.Я.Яковлев халăх
вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорĕн тĕпчевçи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен
авторĕ, тăлмачă, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ, литература хаклавçи пулнине
палăртса хăварчĕç.
И.Я. Яковлев – чăваш халăхĕн мухтавлă
ывăлĕ
И.Я.Яковлев 1848 çулхи апрелěн 18-мěшěнче,
Чěмпěр кěпернин Пăва уесěнчи Пăрăнтăк вулăсне кěнě Кăнна Кушки ялěнче, тăлăх
хěрарăм кил-йышěнче çуралнă. Çуралсассăнах виççĕмĕш куннех унăн амăшě вилнě.
Вара хăр-тăлăха юлнă ачана кÿршěри Пахом Энтрийěн кил-йышě усрава илнě. Çапла, чăвашсен пулас педагогě çуралсан виçě кунтанах чăваш
халăхěн ырă йăлипе тěл пулнă. Тăлăха юлнă ачана çемьене илсе хăйсен ачисемпе
танах пăхса ÿстересси, чăнах та, чăвашсен ырă йăли пулнă. И.Я.Яковлев
акă мĕн аса илет: «Пахомовсен çемйине тăван çемье тесе шутланă эпĕ. Ку
таранччен çав çемьен тăванла ăшă туйăмне упратăп. Çав çемьере кÿрентермен мана.
Хăйсен тăван ачи пекех пăхнă. Эпĕ ăçта çурални çинчен каласа паман Пахомовсем.
17 çул тултарсан, урăхла каласан эпĕ гимназире вĕреннĕ чухне кăна, çурални
çинчен çырнă метрикăра курсан, ку маншăн тăван мар çемье маррине пĕлтĕм…»
Пурнăç И. Я. Яковлева питě çамрăкла ěçе
явăçтарнă. Вăл ачаллах хуçалăхри тěрлě ěçе хăнăхнă: сÿреленě, сухаланă, тырă
вырнă, утă çулнă, пуçтарнă, пысăк пушă çакса кěтÿ кěтнě...
Пĕчĕк Иван шкула кайиччен Хаким тутарпа кĕтÿ
кĕтсе çÿренĕ. Хаким бабай ăна флейтăпа калама, шăхличпе калама, çăпата тума,
эрешлесе-хитрелетсе пушăт явма, тутарла калаçма вĕрентнĕ.
1856 çулта сакăр çулхи Ивана хиртенех
Пăрăнтăкри шкула вěренме илсе кайнă. Пахомов старик, хăйне çавăтса çÿрекен
ачасăр тăрса юлсан, хуйха ÿкнě. Шкул пуçлăхне кучченеçсем паркаласа И. Я.
Яковлева шкулта вěренессинчен хăтарма та хăтланса пăхнă, анчах усси пулман.
Пăрăнтăк шкулěнчи йěркесем питě майсăр
пулнӑ.
Пăрăнтăк шкулěнче вěренекенсем хушшинче çитěнсе çитнě ачасем те пулнă.
Вěсем темěн тěрлě киревсěр ěçсем те тунă. Вăйсăррисенчен, кěçěнреххисенчен
темěнле мăшкăлласа та кулнă: хěненě, асаплантарнă, килтен парса янă кучченеçěсене
турта-турта илнě. Çакăн çинчен шкул пуçлăхě те, шкул хуралçи те пěлмен. Вěсем
пур чух ачасем хăйсене йěркеллě тытнă, иртěхнě чух сасартăк пуçлăх е хуралçă
килсе кěресрен алăксем патне хурал тăратнă.
Иван Яковлев шкулта хăй тăрăшулăхне кура
тата тĕлĕнмелле ăслă пулнипе чи малта пыраканни пулнă. Çавăнпа та училище
заведующийĕ Баратынский А.И. ăна класс старостине лартнă, çакăн хыççăн вара
кĕçĕн классенче йĕркесĕрлĕх пĕтнĕ, аслисем кĕçĕннисене кÿрентерме пăрахнă.
Каникул вăхăчĕсене вăл тăван ялĕнче
ирттернĕ. Усрава илнĕ ашшĕпе амăшĕ килте хăйне евĕрлĕ «экзамен» та тыттарнă.
Ĕç-пуç яланах питĕ ăнăçлă вĕçленнĕ, Иван хăйне пур енчен те питĕ маттур
кăтартнă. Удел училищине те чи лайăх паллăсемпе пĕтернĕ.
1860 çулта асăннă шкултан вěренсе тухнă
ачана удел кантурě хушнипе Чěмпěре çĕр виçекенсен шкулне илсе кайнă. Унтан
вěренсе тухнă çамрăка 1864 çулта Чěмпěрпе Самара кěпěрнисенче çěр виçекен пулса
ěçлеме янă.
Çак ěçре тăватă
çул хушши ěçлесе, И.Яковлев ěç халăхěн асаплă, тертлě, хěн-хурлă пурнăçне пит
тěплěн пěлсе çитет. Унăн тăван халăха çутта тухма пулăшас хěрÿ туйăм çуралать.
Каярах вăл, çавна аса илсе, çапла çырнă: «Эпě, çав лăпкă, ырă кăмăллă çынсем
хушшинче çуралса, вěсен пурнăçěпе пурăнса ÿснěскер, тăван халăхăн шăпипе
пуласлăхě çинчен шухăшламасăр тăма
пултараймастăп», - тенě. Çав ěçе ăнăçлă тума И.Яковлевăн хăйěн нумай вěренмелле
пулнă.
1866 çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл
хăйне службăран хăтарма ыйтса Чĕмпĕр удел кантурне хут çырать, анчах ĕçрен
тухма кантур управляющийĕ А.Ф.Белокрысенко итлесшĕн те пулмасть. Самсон
Раевский подполковник тата Ананьев
генерал пулăшнипе ĕçрен хăтараççĕ. Иван Яковлев гимназине кĕме
документсем хатĕрлеме пуçлать.
Гимнази директорĕ И.В.Вишневский ăна
экзаменсăрах илме шутлать, анчах та вĕренÿ округĕ экзамен тытмаллах тесе
йышăнса хăварать. 19 çула çитнě çамрăк хăй тěллěн хатěрленсе, 1867 çулта 17
экзамен парса Чěмпěр гимназин пиллěкмěш класне вěренме кěрет.
Сентябрь уйăхĕнче Чĕмпĕрти ар çын ачасен
гимназийĕнче вĕренме пуçлать. Вěреннипе пěрлех, тăранса пурăнмалăх тата
вěреннишěн тÿлемелěх укçа-тенкě тупас тесе, хулари пуян çын ачисене вěрентме
пуçлать.
Гимназинче вĕреннĕ чухне паллашнă пĕр тăван
Глазовсем хăйсем патне чĕннĕ. Вĕсем килĕнче акăлчан, нимĕç, француз чĕлхисемпе
калаçнă. Ют чĕлхесем кирлине пĕлсе Иван Яковлев вĕсем патне час-часах çÿреме
пуçланă. Çапла нушаланса пурăннă пулин
те, вăл 1870 çулта гимназирен ылтăн медальпе вěренсе тухать.
1868 çулта вăл Чěмпěрте, хăйěн хваттерěнче,
пěрремěш чăваш шкулě уçать.
Пěрремěш
вěренекенě хăйсен ялěнчи Алексей Рекеев пулнă. 1868 çулхи юпа уйăхěн 28-мěшěнче
Рекеева пěрремěш урок парать. Çак кун ěнтě Чěмпěрти пěрремěш чăваш шкулě уçăлнă
кун шутланать. Чăваш ялěсенчен Чěмпěре 4-5 ача хăйсен ирěкěпе вěренме
тытăнаççě, вĕсен шутĕнче вырăс ачи И.Исаев та пулнă. Çак ачасене Иван Яковлев
хăйěн укçипе икě çул усрать.
Гимназире вěреннě чухнех И.Яковлев ěç
халăхне çутта кăларассишěн тăрăшакан вырăс çыннисемпе, уйрăмах И.Н.Ульяновпа,
çывăх паллашнă.
Илья Николаевича
1869 çулта Чĕмпĕр кĕпернине халăх шкулĕсен инспекторĕ пулса ĕçлеме куçараççĕ.
Ульянов Яковлев хастарлăхĕнчен тĕлĕнсе кайнă, çавăнпа та ăна мĕн вăй çитнĕ
таран пулăшма тăрăшнă. Хусанти университетра пĕлÿ пухнă вăхăтра Яковлев шкулне
асăрхасах тăнă.
Илья Николаевич
чăваш ачисем патне час-часах пырса çÿренĕ. Хăйпе пĕрле Володьăна та илкеленĕ.
Чăваш ачисемпе вырăс ачисем пĕр-пĕринпе çывăхланнă, туслашнă. Володя Ульянов та
хресчен ачисенчен ютшăнман. Вăл пултаруллă чăваш Никифор Охотникова
университета вĕренме кĕме хатĕрлет. 1870 çулта И.Яковлев гимназирен вěренсе
тухать те Хусан университетне кěрет.
Университетра
вěренме тытăнсанах вăл паллă çутлăх ěçченěпе, тухăçăхěсен тěпчевçипе
Н.И.Ильминскипе çывăхланать. Ильминский ěçě-хěлěпе унăн шкулě И.Я.Яковлева
чăваш халăхне çутта кăларас ěçěн йěркине
туллинрех курма, тарăнрах ăнланса илме пулăшнă. Кăна каярахпа асăнса вăл çапла çырнă: «Хусан
университетне вěренме кěрсенех эпě Н. И. Ильминскипе тěл пултăм. Ун чухне вăл
пěтěмěшпех халăха çутта кăларас ěçе парăннăччě. Н. И. Ильминский калаçас енěпе
такамран та ирттеретчě. Ун сăмахěсенче яланах вăл кирек мěне те тěплěн сăнани,
шÿтлеме юратни, калама çук вăйлă шухăшсене татса та ăнланмалла калама пултарни
туйăнса тăратчě. Хăш-пěр чух вырăс мар халăхсем çинчен, вěсен нушисем çинчен,
малашлăхěсем çинчен хамăр сисмесěрех çěр каçиччен пуплесе лараттăмăрччě. Çак
калаçусене пула манăн шухăшсем йěркеленсе пычěç...»
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче икĕ уйрăм пулнă: ар çын
ачасен тата хĕр ачасен. Шкулта ар çын
ачасене атă-пушмак çĕлеме, столяр, токарь, тимĕрçĕ ĕçĕсене тума вĕрентнĕ. Ăста
педагогсем ертсе пынипе хуçалăхра кирлĕ япаласене юсама вĕреннĕ, телефон аппарачĕсем, физика кабинечĕ валли
тĕрлĕ приборсем ăсталаса пăхнă, сĕтел-пукан тунă, выставкăсене хутшăнса
наградăсем те илнĕ.
И. Я. Яковлев хĕр ачасене вěрентес ěçе
пуçарса ярасшăн нумай тăрăшнă. Çак ĕçе И.Я.Яковлев арăмне, Екатерина
Алексеевнăна, шанса параççĕ. Екатерина Алексеевна чăваш хĕрĕсене вырăс чĕлхи,
истори, географи, ытти предметсем вĕрентес ĕçе хăй çине илнĕ. 40 çула яхăн
татти-сыпписĕр хĕр ачасен уйрăмне ертсе пынă. Екатерина Алексеевна ал ĕç
тĕлĕшĕнчен питĕ ăста пулнă, çавăнпа хĕр ачасен уйрăмĕнче тĕрлĕ йышши ал ĕç анлă
сарăлнă, хăш-пĕр ĕçсемшĕн куравсенче наградăсем те илнĕ. Çĕвĕ ĕçĕ, çыхасси,
тĕрĕ тăвасси уйрăмах лайăх аталанса пынă. Вăл ертсе пынипе хĕр ачасем хăйсене
валли хăйсемех тумтир çĕленĕ. Екатерина Алексеевна ертсе пыракан хĕрарăмсен
уйрăмĕ ал ĕçĕпе учительсен ĕçĕшĕн икĕ хут Хусанти, икĕ хут Чĕмпĕрти куравсен,
чулхулара ирттернĕ Пĕтĕм Раççей куравĕн Хисеп грамотисене илнĕ. 1911 çултанпа
хĕр ачасем Чĕмпĕр çывăхĕнчи ял хуçалăх фермин ĕçĕсене хутшăннă, унта чылай
вăхăт пурăннă тата тĕрлĕ ĕç пурнăçланă: çум çумланă, тырă вырнă, пахча çимĕç
пуçтарнă.
И.Я.Яковлевпа И.Н.Ульянов чăваш шкулĕсем уçма
пуçлаççĕ. Чи малтанах вĕсем тăрăшнипе Кăнна Кушкинче пуçламăш училище уçаççĕ.
Хресченсем те хăйсен ачисене вĕрентесшĕн пулнă, çавăнпа та ар çынсем кĕске
вăхăтрах çĕнĕ шкул тăваççĕ. Кунта 22 ялтан ачасем вĕренме çÿренĕ. 1870 çулта
чăваш ачисем валли Хутар салинче тепĕр шкул уçаççĕ.
Ульяновпа Яковлев хушшинчи туслăх
çирĕпленсех пынă. И.Яковлев инспектор И.Н.Ульянова тăтăшах экзаменсене,
пухусене, тĕл пулусене чĕннĕ. Ялсенчи шкулсене тĕрĕслесе çÿренĕ, çитменлĕхсене
тупса палăртнă, вĕсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшнă. Татах çĕнĕ шкулсем уçма ĕмĕтленнĕ.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çинчен халăх ыррине кăна
илтĕ. Çапла вара чăваш шкулне пур
тавраран та вĕренме килме пуçлаççĕ. Шкулта
вĕренме шутлакансен йышĕ пысăкланса ÿссе пынă, çавăнпа та шкула экзамен
парса кĕмелле тăваççĕ. Тăлăх тата питĕ япăх пурăнакан çемьери ачасене вара
экзаменсăрах илнĕ. Шкула вĕренме кĕрес текен ачасем пĕрле пухăнса экзамен тытма
кайнă. Чылай чухне ашшĕсем
хăйсен ачисене Чĕмпĕр чăваш шкулне хăйсемех пырса янă.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕ ялпа тата
хресченсемпе тачă пулса ĕçленĕ.
Хресченсем хулана мĕн те пулин илме килсен шкул дирекцийĕ ирĕк панипе шкул
общежитийĕнче чарăнса тăнă. Унта вĕсем И.Я.Яковлевпа, преподавательсемпе курса
калаçнă, тĕрлĕ ыйтусене татса панă.
И.Я.Яковлев халăхпа тачă тăрса ĕçленĕ. Вĕсем
мĕнле пурăннине ялсене кая-кая курнă. Хăй те укçа-тенкĕ енчен çителĕклех
пулман, çапах та хăш чухне пулăшнă.
Вĕрентекенĕмĕр халăхăн йăли-йĕркине юратнă,
уйрăмах чăваш юррисене итлеме юратнă, мĕншĕн тесен чăваш юррисенче халăхăн
пурнăçне сăнласа панă. Акă мĕн аса илет аслă Вĕрентекенĕмĕр: «Чĕмпĕр кĕпернин
Пăва уесĕнчи Киштек ялĕнче хам ĕçпе çÿренĕ май, çĕрле иртсе кайнă чухне
чăваш вăййине куртăм… Юррисем питĕ
хитре, ташшисем чаплă. Эпĕ хамăн ачалăхăма аса илтĕм, çав ÿкерчĕке курса
куççуль кăлартăм.
Чĕмпĕр чăваш шулĕнчен педагогсем, ученăйсем,
композиторсем, художниксем, патшалăх деятелĕсем вĕренсе тухнă. Вĕренекенсем
фольклор произведенийĕсене юратса пухнă. Вĕсенечен хăш-пĕрисене букваре кĕртнĕ,
уйрăм кĕнекен те пичетлесе кăларнă. Шкул пĕтерсе тухсан та халăх сăмахлăхне
пухма пăрахман, çак ĕçе хăйсем вĕрентекен ачасене те явăçтарнă.
Çамрăксем литературăпа сочиненисем çырма та
хăнăхса пынă. Чĕлхе культури-пĕтĕмĕшле культурăн пĕр пайĕ. 1900-1901 çулсенче
Чĕмпĕр шкулĕнче литература кружокĕсем
йĕркеленĕ. Унта çÿрекенсем хăйсен вăйĕпе литература каçĕсем ирттернĕ, калаçу
журналĕсем кăларнă, хăйсен сăввисене вула-вула панă.
Хăйĕн вилĕмсĕр поэмине те К.Иванов шăпах
И.Я. Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш
шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра çырнă. Çавăнпа поэмăн пĕрремĕш вулаканĕ те Иван
Яковлевич пулнă. И.Я.Яковлев палăртнă : « Ку вăл – вилĕмсĕр поэма. Пророк пек пек
куратăп: пыра киле ку поэмăна вуншар-вуншар чĕлхене те куçарĕç-ха…»
Шкулта вěренекенсем малта пыракан вырăс
культурин нумай енěсемпе тěплěн паллашнă. Сăмахран, 1913 çулта кунта М.Глинкăн
«Иван Сусанин» оперине лартнă.
1918 çулта Хусанта Раççей шайĕнче чăваш
учителĕсен 1-мĕш съездчĕ иртнĕ. Сездра чаплă хăнасенчен пĕри И.Я.Яковлев пулнă.
Унта вăл «Основные принцапы школьного воспитания чуваш» докладпа тухса калаçнă.
Халăхшăн пархатарлă ěçсем тунă чухне
Яковлевăн питě нумай кěрешме тивнě. Патша чиновникěсемпе чиркÿ пуçлăхěсем чăваш
шкулěсене ÿсме ирěк парасшăн пулман. И.Яковлева вěсем тăван халăхěшěн кăна
тăрăшать, чăваш шкулěсенче ачасем патша йěркипе вырăс халăхне хирěç тăма
вěрентет тесе тивěçсěр айăпланă. Çав элексене пула ăна ěçлеме пит йывăр килнě. Çитменнине ăна Чĕмпĕрти
учительсен семинарĕн пуçлăхĕнчен хăтарма шутлаççĕ. И.Я.Яковлев ывăлĕ Алексей
çакăн çинчен В.И.Ленина пĕлтернĕ.
Пĕр тăхтаса тăмасăрах Владимир Ильич Чĕмпĕре
телеграмма ярать: «Мана И.Яковлев инспекторăн шăпи интереслентерет. Вăл аллă
çул хушши чăваш халăхне çĕклессишĕн тăрăшнă. Çавăншăн патша йĕркинчен нумай
хĕн-хур тÿснĕ Яковлева хăй пурнăçĕнчи тĕп ĕçĕнчен татма юрамасть пулĕ тесе шутлатăп».
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн пуçлăхĕ пулса
И.Яковлев 1922 çулчченех пурăннă, анчах та, сывлăхě начарланнине пула, юпа
уйăхěнче Чěмпěрпе яланлăхах сыв пуллашать. Ватăлса çитнĕскер, вăл çав çулхине
Мускава университетра профессор пулса ĕçлекен ывăлĕ патне пурăнма куçса каять.
Яковлев хăйěн 80 çулхи юбилейне Лидия ятлă
хěрě патěнче кěтсе илет. Юбилей ячěпе тата унпа пěрлех Чěмпěр шкулне уçнăранпа
60 çул çитнě ятпа Мускавра çав тери чаплă уяв ирттереççě. Çак уявра
А.В.Луначарский доклад тунă. Вăл каланă сăмахсем кашнин чĕрине кĕрсе лараççĕ:
«Мы собрались,чтобы подвести итоги исключительно важной для всех народов работы
чувашской школы, являющейся источником возрождения всей чувашской культуры. Мы
чествуем и организатора школы – 80-летнего пионера чувашского просвещения Ивана
Яковлевича Яковлева».
Çак ятпах «Дело его жизни» вырăсла
кинофильм та ÿкернě пулнă, анчах паянхи куна хăш-пěр кадр çеç сыхланса юлнă.
Пěтěм халăха пысăка хурса хисеплекен ăсчахăн
чěри 1930 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче, 82 çула çитсе, тапма чарăннă. Ăна Мускавра
Ваганькова çăвинче пытараççě.