«Тӑван чӗлхе – пӗлӳ
чӗлхи» вăйă-ăмăрту
18.04.2023
Автор: Ешмейкина Л.А.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне
халалланӑ мероприятисен йӗркипе шкулти 8-мĕш класра вӗрненекенсем «Тӑван чӗлхе
– пӗлӳ чӗлхи» вăйă-ăмăртăва хутшӑнчĕç. Вăйă-ăмăртăвӑн тӗп тӗллевӗсемпе
задачисем – вӗренекенсен тӑван чӗлхепе литература пӗлӗвне анлӑлатасси,
çамрӑксене тӑван халахӑн çыруллӑ, сӑмах вӗççӗн çӳрекен культурипе
паллаштарасси, тӑван çӗре, патшалӑха хисеплес туртӑма аталантарма тата ачасен
тавра курӑмне ӳстерме пулӑшасси, анне чӗлхи урлӑ вӗренекенсене наци тата этнос
харпӑр хӑй ӑнланулӑхне йӗркелеме пулӑшасси, ачасемпе çамрӑксен чӗлхин сӑмах
пуянлӑхне ӳстерме, ытарлӑхӗпе сӑнарлӑх туйӑмне аталантарма майсем туса парасси.
Саккăрмĕшсем тĕрлĕ станцисене: «Çак сăмахсене
кам çырнă?», «И.Я.Яковлевăн пултарулăхĕ», «Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр», «Ытарлă
сăмахсем», «Чăваш чĕлхине çÿпĕлетпĕ», «Хăшĕ ытлашши», «Сăмахсем тăвăр», «Хăвăрт
хурав», «Капитансен ăмăртăвĕ» - çитсе
хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Ачасем хăйсене тивĕçлĕ шайра пулнине кăтартрĕç.
«Хĕвел» ушкăн пысăк балл пухса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕç пулчĕ. Саламлатпăр, ăнăçу
сунатпăр.