И.Я.Яковлев калавĕсем – халăх ăслăлăхĕпе вĕрентĕвĕ

И.Я.Яковлев калавĕсем – халăх ăслăлăхĕпе вĕрентĕвĕ

И.Я.Яковлев калавĕсем – халăх ăслăлăхĕпе вĕрентĕвĕ 


19.04.2023 

Автор Ешмейкина Л.А.


 Чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать. Паян 5-мĕш класра  вĕренекенсем И.Я.Яковлев çырнă « Ача –пăча калавĕсем» кĕнекери калавсене вуласа тишкерчĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Майорова Н. хатĕрленĕ буктрейлерпа кăсăклансах  паллашрĕç. 

   Калавсен тĕп шухăшĕ – çынна тавçăруллă та ăслă пулма вĕрентни, вулаканăн ăс-тăнне пуянлатма тата çивĕчлетме пулăшни.  

   И.Я Яковлев çырнă калавĕсем ĕçе юратма, чăнлăха мала  хума, çынпа ырă кăмăллă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме, çут çанталăка сăнама, тимлĕ пулма вĕрентнине, ултавçă, хыт кукар пулмалла маррине  палăртрĕç. 

   Вуланă калавсем тăрăх пиллĕкмĕшсем ÿкерчĕксем турĕç.