Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2023
Чăваш чĕлхи кунне халалласа çулсерен Пĕтĕм
чăваш диктантне çырас йăла çирĕпленнĕ ĕнтĕ. Паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта чăваш халăхне ҫутта кăларнă
И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс
паруçă çулталăкне тата Чăваш чĕлхи куне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023»
акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш
чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин
пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш
енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Акцие пирĕн шкулти 5-11 классенче
вĕренекенсем, пуçламăш классенче вĕрентекенсем, социаллă педагогсем уйрăмах
хастар хутшăнчĕç. Палăртма кăмăллă, пурĕ акцие 31 çын хутшăнчĕ. Вĕсенчен «5»
палли çирĕм тăватă диктант çыракан илме пултарчĕ. Пурне те тав сăмахĕ калатпăр.